1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 1 Май 2024 г.
20 декабря 2023 г. 21:55

Олег Николаев поздравляет с Днем работника органов безопасности Российской Федерации

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, присягӑна парӑнни сире паянхи вӑхӑт пирӗн ҫӗршывӑмӑр, республика умне кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑма пулӑшать.

Эсир патшалӑхӑмӑрӑн никама пӑхӑнманлӑхӗпе пӗрпӗтӗмлӗхне, обществӑри йӗркелӗхпе ҫирӗплӗхе тивӗҫтеретӗр!

Эпир пурте пӗрле вӑй хуни Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мӗнпур тӗллевпе задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама май парасса, республикӑри право йӗркине ҫирӗплетме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Служба ветеранӗсене – ӑшӑран та ӑшӑ тав сӑмахӗсем, ведомствӑн ҫамрӑк ӗҫченӗсем хӑйсен аслӑ юлташӗсем пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен хӑюлӑхӗ тата тивӗҫе чунтан парӑнни ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх шутланать.

Пурсӑра та сире Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрти тӗллевсене пурнӑҫлама тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                      Олег Николаев

20.12.2023

Поделиться:
Распечатать