1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 2 Май 2024 г.
8 марта 2024 г. 10:31

Олег Николаев поздравляет с Международным женским днем

Юратнӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак ҫурхи кун сире чун ӑшшипе ачашлӑхшӑн, ӑнланулӑхпа юратушӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Эсир аннесем, мӑшӑрсем, йӑмӑк-аппасем, хӗрсем, ӗҫтешсем пулса тӗнчене ырӑрах та ҫутӑрах тӑватӑр, ҫемье вучахне упратӑр, ачасене воспитани паратӑр тата ҫав вӑхӑтрах хӑвӑрӑн пултарулӑхри тата ӗҫ-лӗхлӗ пахалӑхӑрсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ куратӑр.

Сирӗн пурнӑҫри хастарлӑхӑра пула ҫӗршывра тата республикӑра улшӑнусем вӑхӑт енчен пӑхсан хӑ-вӑрт, шайлашуллӑ тата содержанийӗ тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ пулса иртеҫҫӗ.

Хӗрарӑм ветерансене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ачисене, ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлекен салтаксен тата офицерсен амӑшӗсемпе  арӑмӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Тайма пуҫ сире!

Хаклӑ та хисеплӗ, юратнӑ хӗрарӑмсем! Сире пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, савӑнӑҫ тата чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать