1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
10 февраля 2020 г. 16:27

"Тӑван халӑхӑн иксĕлми ҫӑлкуҫĕ" фольклор фестивалӗ иртрĕ

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле пирӗн республикӑра чылай мероприяти иртет. Чăваш автономи облаçĕ — РСФСР шутĕнчи автономи облаçĕ, 1920 çулхи çĕртме 24-мĕшĕнче йĕркеленнĕ, çавăн чухне автономи облаçне туса хурас ПТӖКпе РСФСР ХКК декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ.

Чӑваш халӑх искусстви ҫав тери пуян. Илемлĕ тӗрри, тĕлĕнмелли эрешсем, пĕлтерĕшлĕ йăли – йĕрки, хавхалануллӑ юрри – ташши - паянхи кун та ҫак пуянлӑха чӑвашсем упраса пурӑнаҫҫĕ. Халӑх культурин иксĕлми ҫӑлкуҫне эпир чӑваш автномийĕн паллӑ ҫавраҫулне халалланӑ тĕрлĕ мероприятисенче сӑнама пултаратпӑр.

Нумаях пулмасть районти культура ҫуртĕнче савӑнӑҫлӑ лару - тӑрура ҫак пĕлтерĕшлĕ ҫулталӑка уҫрĕҫ. Ҫак кунсенче вара район шайĕнчи мероприяти Енĕш - Нӑрваш ялĕнче иртрĕ. "Тӑван халӑхӑн иксĕлми ҫӑлкуҫĕ" ятлӑ фольклор фестивальне Чӑваш автномийĕ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Яланхиллех культура ĕҫченĕсем чӑваш культурин каҫне ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Палӑртнӑ вӑхӑтра культура вучахне чӑваш тумне тумланнӑ ҫынсем ҫитрĕҫ. Унта та кунта купӑс сасси янӑрарĕ. Мероприяти пуҫланичченех Игорь Кузьмин, Владислав Степанов, Вячеслав Ефимов, Николай Петров районти чи пултаруллӑ купӑсҫӑсем уҫӑ саслӑ купӑсĕсене тӑсса фолькор ушкӑнĕсене чылайччен юрлаттарчĕҫ. Культура вучахĕн алӑкумĕнче ку тӑрӑхри ал - ĕҫ ӑстисен куравне йĕркеленĕ. Унтах кĕнеке куравĕ те вырӑн тупнӑ. Мероприятие килекен ҫынсем тӳрех халӑх культурин тĕнчине лексе унпа киленме пултарнӑ.

Мероприяти пуҫланнине палӑртса залра илемлĕ халӑх кĕвви янӑрасан, залри халӑх шӑпланчĕ, сцена ҫинчи ĕҫ-пуҫа тимлерĕ.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Зоя Васильева уҫрĕ уява. Районти чылай юрӑҫ тата фольклор ушкӑнĕсем килсе ҫитнине пĕлтерчĕ вӑл тата фестивальти жюри пайташĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕрин хыҫҫан тепри тухрĕҫ сцена ҫине вырӑнти артистсем. Кашниех ҫав тери хавхаланса шӑрантарчĕ сцена ҫинчен чӑваш юррисене, халӑх ташшипе те савӑнтарчĕҫ халӑха, тĕрлĕ уявсен йӑли - йĕркине ты сӑнланса кӑтартрĕҫ. "Тӑрмӑш" халӑх фольклор ушкӑнĕ (ертсе пыраканĕ Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Елена Матросова, купӑсҫӑ - Николай Петров), Тушкилти культура ҫурчĕ ҫумĕнчи "Сурпан" ушкӑн (ертӳҫи Наталия Георгиева, купӑсҫӑ - Игорь Кузьмин), Тӑвайри культура ҫуртĕнчи "Ивушки" ушкӑн (ертсе пыраканĕ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Римма Маркова, аккомпаниаторĕ Владислав Степанов), Пуянкассинчи культура ҫуртĕнчи "Шĕнер" ушкӑн (ертсе пыраканĕ Лариса Соловьева, купӑсҫи - Игорь Кузьмин), Енĕш - Нӑрвашри культура ҫуртĕнчи "Тĕпел", "Сарпи", "Солнышки" ушкӑнсем (ертсе пыракансем Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Зоя Васильева, Галина Русская, купӑсҫӑ Вячеслав Ефимов), Енĕш-Нӑрвашри халӑх театрĕ, уйрӑм солистсем Оксана Храмова, Елена Матросова, Галина Табаева, Галина Гаврилова, Светлана Данилова, Галина Сергеева, Владимир Петров, Игорь Кузьмин ҫав тери савӑнтарчĕҫ куракансене. Чылайччен янрарĕ культура вучахĕнче тӑван юрӑ - кĕвĕ. Хавхалануллӑ туйӑмпа тухрĕҫ пурте сцена ҫине юлашкинчен, чылайччен алӑ ҫупрĕҫ куракансем, пурте пĕрле чӑваш юррипе пĕтĕмлетрĕҫ фестивале: "Асӑмра юлать ҫакӑ манӑҫми тĕлпулу".

Первоисточник: МБУК "Централизованная клубная система"
Поделиться:
Распечатать