1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 19 Март 2025 г.
24 января 2025 г. 9:22

СВОрисене — пулăшу

Пĕтĕмпех — Çĕнтерÿшĕн. Çак тĕллевпе округри ялсенче пурăнакансем СВОри хамăр çар çыннисене пулăшса нумай ĕç туни çинчен район хаçачĕ тăтăшах пĕлтерсе тăрать.

Кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн Нÿшкасси ялĕнче пурăнакансем те пуçăнчĕç çак пархатарлă ĕçе. Куллен 20 çынран кая мар пухăнать ялти клуба кăнтăрла тĕлне. Эрне варринче пенсионерсем, вăхăтлăха ĕçлемен çынсем ытларах çÿреççĕ пулсан, канмалли кунсемпе уяв кунĕсенче ытти ĕçри çынсем те пухăнаççĕ клуба, окоп çурти тăваççĕ, нашлемник, маскировка сетки çыхаççĕ тата ытти те. Малтанах темиçен Çĕнçырмана кайса та вĕренчĕç ĕç майĕ-сене. Халĕ питĕ пикенсе ĕçлетпĕр, ятарлă çар операцийĕнче пирĕн мирлĕ пурнăçшăн кĕрешекен çар çыннисене вăй çитнĕ, пултарнă таран пулăшма тăрăшатпăр кирлĕ хатĕрсем туса хатĕрлесе. Кашни килтен пиншер тенкĕ укçа та пухрăмăр. Сахал мар пухăнчĕ. Çак ĕçсене Клавдия Моисеева тăрăшса йĕркелесе пырать.

СВОрисене пулăшма çÿ- рекенсем хушшинче 76-ри Галина Петровна та, ывăлĕ ятарлă çар операцири Галина Алексеевна та, ывăлĕ ятарлă çар операцинче пуçне хунă Анюта Владимировна та пур, ыттисем те чылайăн. Пурте çак ĕçе чуна параççĕ.

Эпир тунă-çыхнă хатĕр-сене çитес уйăхра СВОна çитерĕç.

 

Юлия ВОЛКОВА,

Нÿшкасси ялĕ

Поделиться:
Распечатать