Нÿшкассинчи ятарлă çар операцине хутшăннă Александр Владимирович Петрова Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.
Патшалăхăн пысăк наградине геройăн амăшне Анна Владимировнана панă. Александр 2024 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсемпе контракт çырнă, мотострелоксен штурмлакан бригадинче хĕрÿ линире çар заданине пурнăçласа пуçне хунă. Награда пама Евгений Семенов çар комиссарĕ, округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов хутшăннă.
СВО участникĕн медальне Дмитрий Витальевич Игнатьев паттăрăн амăшне Вера Васильевнана панă. Дмитрий чылай çапăçура çирĕпленнĕ салтак. 2016—2019 çулсенче контракт йĕркипе Сирири çапăçусене хутшăннă. Çар ĕçĕнчи опыт ăна 2023 çултанпа ятарлă çар операцийĕнчи служба вăхăтĕнче те питĕ кирлĕ пулнă. Мотострелоксен ротин гварди ефрейторĕ тата гранатометчикĕ ума лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçланă. Кăçалхи утă уйăхĕнче паттăрла вилнĕ.
Çĕршывăн мухтавлă хÿтĕлев-çисен хăюлăхĕ çинчен çитĕнекен ăрăвăн пĕлмеллех. Паттăрсем ĕмĕр-ĕмĕр асра пулĕç!