«2030 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 77 çула çитермелле. Аслă ăрăвăн опычĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕркеллĕ ватлăхпа тивĕçтересси, вĕсене обществăлла пурнăçа ытларах явăçтарасси, вĕсен сывлăхне упрасси — регионти социаллă политикăн никĕсĕнче»,— пĕлтерет Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ватă çынсен кунне паллă туса, аслă тусĕсене уявпа чыслама Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Шанчăк» ансамблĕ кăçал та килсем тăрăх çула тухрĕ. Темиçе çул тăсăлать çак ырă йăла ушкăнри юрăçсен.
Округри ветерансен канашĕн председателĕпе Римма Гуринапа пĕрле Лидия Михайловна Михайлова, Екатерина Титовна Федорова, Елизавета Ильинична Ильина ветеран-педагогсене ырăпа хисеп кунĕ тата учительсен уявĕ ячĕпе саламларăмăр. Пархатарлă ĕçĕшĕн тав туса юрăсем шăрантарни, ăшшăн калаçса, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунни чун-чĕрисене хускатрĕ. Савăнăç куççулĕ те тухрĕ хăйсен пурнăçĕн- чи çутă самантсене куç умне кăларса. Ансамбле хутшăнакансем хăйсем те аслă ăру представителĕ-сем-çке, çамрăк ăрăва ăс-хакăл, нравственноç воспитанийĕ пама тÿпе хываççĕ.
Римма МАРКОВА, «Шанчăк» ушкăн юрăçи, кĕмĕл волонтер