Пурнăçра паттăрлăх вырăнĕ нумай. Мĕнрен кая, калăпăр, ял хуçалăхĕнче пысăк хастарлăх кăтартакансем ыттисенчен? Çавăн пек çынсенчен пĕри пулса тăрать те Геннадий Николаевич Петров.
Вăл 1962 çулта Тушкил ялĕнче çуралнă та паянхи кун та хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршы- вĕнче тĕпленсе пурăнать. 1980 çулта ялта вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Шупашкара Чăваш ял хуçалăх институтне çул тытнă вăл, экзаменсене ăнăçлă парса унта «Зоотехни» специальноçа алла илме тытăннă. Каярахпа ĕç çулне «Шимкусский» совхозăн пĕрремĕш уйрăмĕнче зоотехникре ĕçленинчен пуçланă.
Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Хальхи вăхăтра вăл «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн сĕт-çу ферми комплексĕн- че тĕп зоотехник пулса тăрăшать. Геннадий Николаевич хăйĕн ĕçне тĕп тĕллевпе çыхăнтарнă — тулăх тăрантарнă тата выльăхсен продуктивлăхне пысăклатса пынă никĕс çинче сĕт туса илессине ÿстересси.
ăйĕн ĕçĕн эффективлăхне çакăнта курать вăл. Çак тĕллевпех выльăхсене пăхса тата тăрантарса усрас ĕçре пысăк сăвăм тата пахалăхлă продукци илме май паракан прогрессивлă технологипе усă курать, выльăхсен рационне тĕрлĕ апат хутăшĕсем, уйрăмах премикссем, минераллă тата витаминлă хутăшсем кĕртет. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса туса пынипе «Акконд-агро фирма» АО выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри производство кăтартăвĕсене çуллен лайăхлатса пыма тимлет. Çакăнта тĕп специалистăн тÿпи пысăк.
Пĕрлех Геннадий Николаевич наставник те пулса тăрать, хăйĕн опытне, пĕлĕвĕпе ăсталăхне çамрăксене парать. Çакă вара кирек мĕнле ĕçре те питĕ кирлĕ тесе шутлатăп.
Хĕрĕсем те пурнăçра ашшĕ çулне суйласа илнĕ, вĕсем Геннадий Николаевичпа мăшăрĕн иккĕн. Аслă хĕрĕ, Екатерина Геннадьевна, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăрах машинăпа сăвакан операторта тăрăшать, производствăра малта. Кĕçĕнни те, Наталия Геннадьевна, кунти сĕт-çу комплексĕнчех зоотехник-селекционерта ĕçлет, хăйне лайăх енчен, пултаруллă специалист пулнине кăтартса панă. Тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. Екатеринăпа Наталия професси сферинче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ (сăн ÿкерчĕкре ашшĕпе).
Агропромышленноç комплексĕн системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн тата ĕçри çитĕнÿ-семшĕн Геннадий Николаевич Петрова 2021 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ята панă. Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен пр
омышленноçра ĕçлекенсен кунĕ çитсе пынă май Геннадий Николаевича тата ял хуçалăхĕнче ырми-канми вăй хуракансене ыттисене те чăтăмлăхшăн, хастар ĕçшĕн, ылтăн алăллă пулнăшăн тав тăвас килет. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр ялан тухăç патăр.
Галина ЕГОРОВА