Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче учительсен уявĕ пулчĕ. Тен, вĕрентекен профессине суйласа илесси нумайăшĕн çак кунпа та çыхăннă. Мĕншĕн тесен, ырă йăлана кĕнĕ май, çак кун пирĕн шкулта çулленех ачасен самоуправлени кунне ирттереççĕ. Аслă классенчи вĕренекенсем хăйсене учитель, директор, директор çумĕн ролĕсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Нина Семеновна Александрова (Васильева). 1960 çулта Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче кун çути курнăскер, шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн активлăхĕпе палăрса тăнă, хастар комсомолка, вăйлă спортсменка пулнă. Элпуçĕнчи вăтам шкулта та малтисен шутĕнчеччĕ вăл.
Шкул пĕтерсен, пĕр вăхăт колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕ. Çапах та ачасемпе ĕçлес, вĕсене вĕрентсе воспитани парас туртăм вăйлăрах пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа та 1986 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, Тушкилти вăтам шкулта кĕçĕн классен учителĕнче ăнăçлă пуçланă ĕç çулне. Çак хушăрах Пуянкасси каччипе Владимир Федоровичпа çемье çавăраççĕ. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Пуянкассинчи шкулта учитель кирлĕ пирки, çамрăк специалист тăван яла таврăнать. 35 çул пĕр кун пек питĕ хăвăрт, сисĕн- месĕрех вĕçсе иртсе кайрĕ. Хăй те 65 çула çитрĕ кăçалхи ылтăн кĕркунне. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ĕç туса ирттермен-ши Нина Семеновна? Ачасене вĕрентнисĕр пуçне, обществăлла ĕçре те яланах хастар пулнă. Тĕрлĕ концертсенче, уявсенче хăйĕн уçă сассипе савăнтарнă, çăмăл атлетикăпа тĕрлĕ ăмăртусенче шкул чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çав хушăрах мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтерсе, кăмăла килĕ-шекен професси алла илме пулăшрĕç. Ачисем çемье çавăрнă, хулара пурăнаççĕ. Апла пулин те ашшĕ-амăшне пулăшма тăван киле килсех çÿреççĕ, тăватă мăнукĕпе киленеççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ, картиш тулли выльăх, чăх-чĕп тытаççĕ, пахчара кĕшĕлтетеççĕ.
Учительсен, ачасен ячĕпе ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр Нина Семеновнана.
Сергей КИРИЛЛОВ, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ