1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:59

Контейнерсене çĕнетеççĕ

Ял-хуларан йăлари çÿп-çапа турттарассипе ĕçлекен «Ситиматик Чувашия» оператор хăйĕн укçи-тенкипе регион валли çĕнĕ йышши 572 евроконтейнер туяннă. Çак вăхăт тĕлне пĕрремĕш 100 контейнера Шупашкар хулине илсе çитернĕ.

Контейнерсем туянни компани халăха йăлари çÿп-çапа тирпейлес услугăна лайăхлатассипе, инфраструктурăна тапхăрăн модернизацилессипе çыхăннă.

Регион операторĕн информацийĕ тăрăх, çитес вăхăтра çĕнĕ контейнерсене республика хулисенче, округсенче лартса парĕç, çĕмĕрĕлнĕ тата кивелнĕ контейнерсене çĕннисемпе улăштарĕç.

— «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн федерацин «Экономика замкнутого цикла» проекчĕ шайĕнче Чăваш Енте çÿп-çап сортламалли комплекс турăмăр, вăл Канаш округĕн- че. Хальхи вăхăтра ку ĕç Патăрьел тата Муркаш округĕсенче пырать. Çÿп-çап сортламалли комплекс туни экологи тăнăçлăхĕ-пе тивĕçтерме, экологие тата регион экономикине чылай вăхăт усă кÿме май парать,— пĕлтерет Чăваш Республикин Çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов.

Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви

Поделиться:
Распечатать