1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:42

Кĕр! кĕрлерĕ ярмăркка ĕн

Октябрĕн 6-мĕшĕнче Тăвайра йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем» ярмăркка вырăнта пурăнакансемпе хăнасене пухрĕ. Чăн-чăн праçник пулчĕ вăл вĕсемшĕн, вырăнти агропромышленноç комплексĕн вăй-халĕпе пуянлăхĕ чуна хăпартларĕ, мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ.

«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе аграрисем экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем туса илме тимленĕ. Ярмăрккăна тăратнă пур çимĕçе те таса та хăтлă вырăнсенче çитĕнтернĕ, потребительсемшĕн вĕсем шанчăклă та пысăк пахалăхлă пулса тăраççĕ.

Иккĕленмелли çук, çакнашкал çутă та пуян ярмăрккăна пынă кашни çынах хăйне кирлĕ тавар е ытти çимĕç тупса илме пултарчĕ. Харпăр хăй хушма хуçалăхĕнче е хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тăрăшса та юратса çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырла, ытти çимĕç тутăлăхĕпе те, илĕртÿлĕхĕпе те савăнтарать. Вырăнти питомниксен илем кÿрекен тата çимĕç паракан тĕмсемпе ÿсен-тăранĕсем хăйсен сывă та парка сăн-сăпачĕпе çынсене туянма сĕнеççĕ. Асам тĕнчинче туятăн хăвна вĕсен хушшинче.

Ытарайми хитре çанталăк пулчĕ çав кун. Çавăнпа та пулĕ çынсем пушшех те чылайăн пуçтарăннă ярмăрккăна. Тĕрлĕ тăрăхран килсе çитнĕ ял хуçалăх ĕçченĕ-сем. Халăх валли мĕн кăна илсе тухман-ши? Çынсене ытларах чие йывăççи, груша, хурлăхан, хăмла çырли, голубика, пан улми йывăççисем, чечексем тата ытти нумай йывăç-тĕм сутнă. Уйрăмах — чечек тĕмĕсем: хризантема, октябрина тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслисем. Кашнин аллинчех курма тÿр килчĕ вĕсене. Килти хушма хуçалăхран панулми, ыхра, кишĕр, чĕкĕнтĕр, кавăн тата ытти те илсе тухнă. Сыр та туянчĕç. Тăвай райповĕ тутлă кукăльсемпе, техĕмлĕ шашлăкпа сăйларĕ. Культура ĕçченĕ-сен программи те пуян пулчĕ. Вĕсем тĕрлĕ ялтан килсе çитнĕ. Хамăрăн Тăвай артисчĕсем кăна мар, Канаш округĕнчен те пулчĕç. Уяв программине Канашран килнĕ ертÿçĕ Анастасия Сергеевна Галкина ертсе пычĕ. Хĕрсен «Созвездие» ташă ушкăнĕ куракансене сцена умнерех чĕнчĕ. Хусканăвĕсем те, хĕрĕсем те çынсене илĕртрĕç. Нумайăшне грамотăсемпе хавхалантарчĕç.

«Кĕр парнисем» ярмăркка чăннипех те ку чухнехи экологи стандарчĕ- сене тивĕçтерекен ял хуçалăх мероприятийĕ пулса тăчĕ Тăвай тăрă- хĕнче пурăнакансемпе хăнасемшĕн. Ку вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса производство принципĕсене мала хуракан вырăнти производительсемшĕн те, округшăн та малалла аталанмалли пулăшу пулчĕ.

Ярмăрккара çавăн пекех Ишпуçсем СВОна пулăшса хатĕрлекен типĕтнĕ апатсене астивме май килчĕ. Вĕсене ырă ĕçе малалла тăсма укçа-тенкĕпе пулăшакансем те пулчĕç.

«Пирĕн йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем» ярмăркка округшăн çакнашкал пĕлтерĕшлĕ событи пулса тăнăшăн чăннипех савăнатăп. Унта хутшăннă кашни çын — çĕрпе тимлĕ усă курнине тата хамăрăн çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине кăтартакан ырă тĕслĕх»,— тенĕ Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Михайлова.

Вăл ярмăрккăна хутшăннă çынсемпе хăнасене экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăхне аталантарма тÿпе хывнăшăн тата йăла-йĕркесене упранăшăн тав тунине пĕлтернĕ.

Поделиться:
Распечатать