Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Атте кунĕ. Çавна май Нÿшкассинчи Екатеринăпа Ксения Гавриловасем «Военный папа» конкурс номинацие хутшăнаççĕ.
— Пирĕн атте Александр Валерьевич — чăн-чăн герой. Вăл Тăван çĕршыва хÿтĕ-лет. Атте кунĕпе саламлатпăр сана, чи хаклă çыннăмăр!
Пирĕн чун-чĕрери ăшă салам сăмахĕсем сана çакăн пек йĕпе-сапаллă çанталăкра ăшăтасса шанатпăр. Пĕлсех тăр, эпир санпа тата тăван çĕршыв хÿтĕ-левçи пулнишĕн мăнаçланатпăр. Эсĕ пире хÿтĕлетĕн — çакăншăн вĕçĕмех тав тăватпăр. Эсĕ пирĕнтен аякра пулсан та санăн юратăвна, пулăшăвна туйса тăратпăр. Хăвна упра эсĕ, аттемĕр! Хăвăртрах киле таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Юратса — чи çывăх çыннусем!