1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:48

«Ниме» халăхшăн ĕçлет

Ырă ĕç савăнтарать. Акă нумаях пулмасть Кармал ялĕнчи Шкул урамĕн- чи юсаса çĕнетнĕ çула йышăннă комисси. Малтан вăл сарман çул пулнă пулсан, халĕ ăна вак чул сарса хытарнă. Асăннă çул тăршшĕ — 870 метр. Унта пурăнакансемшĕн те, килен-каяншăн та лайăх ĕнтĕ кирек епле çанталăкра та кĕрсе тухма йĕркеллĕ çул пурри. Ăна пуçару бюджечĕн проекчĕпе тунă.

Цифра чĕлхипе каласан, кăçал округра ку вăхăт тĕлне пуçару бюджечĕн программипе тума палăртнă 89 проектран пысăк пайне пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ, тепĕр 6-шне кăна вĕçлеймен, вĕсемпе малалла ĕçлеççĕ. 2026 çулта вара тата ытларах — пурĕ 108 проекта кун пама планланă. Вĕсене пурне те ялсенче пурăнакансем хăйсем пуçарнă, вĕсем пурте хăйсен пурнăç пахалăхне малалла лайăхлатма пулăшасса шанаççĕ. Тăвайсем хăйсен пуçарăвĕ- пе тата патшалăх пулăшăвĕпе ялсенчи çулсене малалла юсасшăн, вĕрентÿ учрежденийĕсен ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен тытăмне çĕнетесшĕн, ачасен вăйă, спорт лапамĕсене йĕркене кĕртесшĕн, шыв вырăнĕсене тасатасшăн.

Çитес çулта пурнăçа кĕртмелли проектсене конкурс майĕпе çак уйăхра суйласа илеççĕ, вăл çынсен сасăлавĕнчен килĕ. Итогсене ноябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетĕç. Чи пĕлтерĕшли — халăхăн пуçару бюджечĕн «Ниме» программи округри ялсенчи проблемăсене вăхăтра татса пама, ялсен инфраструктурипе сăн-сăпатне улăштарса çĕнетме, кашни çынна тăван ял е хула аталанăвне витĕм кÿме майсем туса парать

Поделиться:
Распечатать