1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 6 Декабрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:34

Пресс-центр

Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, округра пĕр- чĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене мĕнпур лаптăкран — 10423 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 35357 тонна тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 34 центнерпа танлашать.

2132 гектар е планăн 101,2 проценчĕ чухлĕ кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă.

180 гектар çинчен вăрлăхлăх рапс — пурĕ 126 тонна пуха кĕртнĕ.

10 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăларса пухнă — пурĕ 100 тонна.

Севок сухана 5 гектар çинчен 20 тонна кăларса илнĕ.

Хĕвелçаврăнăшне хальлĕхе 40 гектар ытла пухса кĕртнĕ, 1 гектар пуçне вăтам тухăç 19 центнерпа танлашнă.

Силослăх кукурузăна пĕтĕмпех вырса пухнă, вăрлăхлăх çапса илмелли «Кубнинский» хуçалăхра 43 гектар юлнă.

Октябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне округĕпе 7010 гектар çĕртме сухи тунă. Ку ĕç малалла пырать.

Хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 7550 тонна (103,7 процент) утă, 20613 тонна (100 процент чухлĕ) сенаж тата 20143 тонна (107,4 процент) силос хатĕрлесе хунă.

Рулонланă улăм 1066 тонна пур.

Поделиться:
Распечатать