Пукрава юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ун историйĕ 910 çулпа çыхăннă.
Иерусалимри чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿ-ревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл Турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿт-те илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă амăшне хÿтлĕхе илме йăлăнса кĕлĕ тума тытăннă.
Халăх Пукравра кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа — пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе сăйланаççĕ.
Çак тапхăрта пахча ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем улаха пуçтарăнма тытăнаççĕ. Килти ĕçсене алла тытаççĕ, тĕртеççĕ, арлаççĕ, тĕрлеççĕ.
Пукрав кĕрхи туйсене пиллекенĕ тесе шухăшланă.
Хĕр-упраç чиркĕве кайса Турă Амăшĕнчен качча тухма пил ыйтнă, пуян та ырă упăшка тупăнасса шаннă.