Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ пулнă май, хамăр ялта хуçалăх ертÿçинче вăй хунă М.С.Веселова аса илмесĕр тăма пултараймарăм. Чăннипех ĕç çынни пулнă вăл.
Макар Степанович Веселов 1896 çулта Сăхăтпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1987 çулта, 91 çултан иртсен, çут тĕнчерен уйрăлнă. 22 çулти каччă çурранах Çĕрпÿри çĕрсем пайлакан уйрăма ĕçе кайса вырнаçнă, кунта икĕ çул ĕçленĕ. Тăрăшнине кура, ăна Тăвай райĕçтăвкомĕнче секретарь пулма шаннă, кунтанах вăл пуçлăха çитнĕ.
Макар Степановичăн пĕтĕм ĕç çулĕ ял хуçалăхĕ- пе çыхăннă. Акă, 1928—1931 çулсенче Вăрмарта çĕр коммунине ертсе пынă. 1937 çултанпа МТСра агроном-химик ĕçĕсене туса пынă. 1941 çулта тăван ялне, Сăхăтпуçне, агронома куçараççĕ ăна. Икĕ çултан ентешĕсем кунти «Красный Октябрь» колхоз председательне суйлаççĕ.
Çав тапхăрта техника çитмен, чылай ĕçе алă вĕççĕн тунă. Уйрăмах вăрçă çулĕсенче чăтма çук йывăр килнĕ колхозниксене. Пуçлăха пушшех те пулĕ. Шурăмпуçпа вăранса хĕвел аниччен вун-вун ыйту татса памалла пулнă.
1950 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Макар Веселов «Чи хастар председатель» ята тивĕçнĕ, ăна республикăри Аслă Советăн Хисеп грамотипе хавхалантарнă. 1957 çулта ăна уйрăммăн йыхравласа Мускаври ВДНХна хăнана чĕннĕ. Хăшĕ-пĕ- рисем Макар Веселов председатель пирки: «Çирĕп ыйтнă, наянсене чăтма пултарайман, куллен кашни фермăна тĕрĕслесе тухнă, патшалăх планне вăхăтра пурнăçламаллине тăтăшах аса илтернĕ....»,— теççĕ. Капла çирĕп кăмăллă пулмасан, тăшмана çĕнтерме те йывăрччĕ.
Вăл пурăннă хуçалăх пахчинчен сивĕ çăл шывĕ валаксем тăрăх Нишер çырмине юхать. Чăннипе «Аслати çăлĕ» вăл, анчах ял-йышра «Макар çăлĕ» теççĕ. Ĕç паттăрĕ ячĕпе асамлă палăк темелле çак çăла.