1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:38

Республика, округ

• Чăваш Ене 2020—2023 çулсенче ГТО нормативĕсене пурнăçламалли 23 площадка хута янă. Вĕсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Тăвай округĕнче ГТО лапамне 2019 çулт тунă. Унти оборудованисем ĕлеççĕ. ЧР кăçал тепĕр 5 спорт площадки тунă. Ку тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен — 14,5 млн., республикăринчен 5,5 млн тенкĕ уйăрнă.

• Чăваш Енре тăхăр пин ытла педагог тăрăшать.

• Паян регионта 10 пин предприниматель — 35 çула çитмен çамрăксем, вĕсенчен 750-шĕ креативлă индустри секторĕнче ĕçлет, рекламăра П-технологире, дизайнпа сăн ÿкерчĕк ĕçĕнче.

• ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн Комиссийĕн ларăвне хутшăннă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе пулăшăвăн 50 ытла тĕрлĕ мерине пурнăçа кĕртнĕ. Шкулсенче тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерессинчен пуçласа транспорт налукĕнчен хăтарасси таранах. «Тăнăç пурнăçа — утăм» социаллă проектпа килĕшÿлĕн июнĕн 22-мĕшĕнчен 25 хутчен муниципалитетсене тухнă. Çав шутра Тăвай округĕнче — июлĕн 24-мĕшĕнче, консультацисем панă, юридици пулăшăвĕ кÿнĕ.

• Пулăшу десанчĕн тĕллевĕ ветерансене пулăшу кÿрсе, ĕçе вырнаçтарассипе, «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проектпа килĕшÿл- лĕн вĕрентесси, медицина пулăшăвĕ кÿресси, психологи реабилитацийĕ.

• Юпа уйăхĕн 5—12-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен вăййисем иртеççĕ. Ăмăртусем Шупашкарти «Атăл» стадионта, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче пулĕç. Республикăна 38 çĕршывра 6 пин çын килмелле. Вĕсен йышĕнче — спортсменсем, тренерсем, команда представителĕсем.

Аса илтерме, 2023 çулта çакăн пек вăйăсене 25 çĕршывран 2 пин ытла спортсменпа тренер килнĕ.

• Чăваш Енри хуласенче пурăнакан 45 пин яхăн çын «Ниме — Халăх бюджечĕн программăна хутшăнакан проектсемшĕн сасăланă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе кăçал программăна анлăлатнă, çынсем ыйтнипе «Манăн картиш» номинаци кĕртнĕ. Тăвай округне илес пулсан, кунта пурăнакан 5780 çын. 2026 çулта пурнăçа кĕртме хатĕр-ленĕ проектсемшĕн сасăланă.

• Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре авăн уйăхĕн (сентябрĕн) 1-мĕшĕ тĕлне 60 çултан иртнĕ 265484 çын пурăнать.

Поделиться:
Распечатать