• Пирĕн çĕршыв, республика паян çăмăл мар условисенче аталанать. Раççей тĕлĕшпе хальхи вăхăтра 30 пин ытла санкци вăйра тăнине, ку таранччен пĕр патшалăхра та кун пекки пулманнине палăртаççĕ. Апла пулин те пирĕн бюджет ниме пăхмасăр — социаллă пĕлтерĕшлĕ, бюджетри кашни виççĕмĕш тенкĕ социаллă сферăна аталантарма каять.
• Республика хăмлапа çĕрулми, пахча çимĕçпе тырă, сĕтпе аш-какай (100 гектар çĕр пуçне) туса илессипе федерацин Атăлçи округĕнче малтисен шутĕнче. Республикăн ял хуçалăх министерстви малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тырă тухăçĕ кашни гектар пуçне вăтамран 36,5 (пирĕн округпа 34) центнерпа танлашать. Çĕрулмипе хăмла тухăçĕ те пысăк. Чăваш Ен халăх ыйтăвне тĕп апат-çимĕç продукчĕсемпе туллин тивĕçтерет, чылайăшне кирлинчен ытларах та туса илет.
• Чăваш Республики Раççейре хăмла туса илекен тĕп регион шутланать. Хальхи вăхăтра вунă организаци хăмла ĕрчетет. Отрасле аталантарма сортсен «ылтăн» коллекцине туса хунă, хăмла лаптăкĕ-сен, ăна туса илекен хуçалăхсен хисепĕ çулсеренех ÿссе пырать, кадрсем хатĕрлес енĕпе те тимлеççĕ. 2030 çул тĕлне республикăра хăмла пахчисен лаптăкне чылай ÿстерме палăртаççĕ.
• Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 2650 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 800 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсем ытларах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿ, Етĕрне, Канаш, Шупашкар тата Комсомольски окру- гĕсенче иртнине палăртаççĕ. Тăвай тăрăхĕнче те чылай мероприяти йĕркеленĕ. Малашне вара асăннă проектăн порталĕ «Чăваш Енре хаваслă» ятпа ĕçлĕ, вăл тата анлăрах та пуянрах пулĕ.
• 2014 çулта ГТО нормативĕ- сене пурнăçлассипе чĕртсе тăратнă юхăмра Чăваш Енре пурăнакан 258 пин çын нормативсене пурнăçласа тĕрлĕ палла тивĕçнĕ. Раççей наци проекчĕсен сайтĕн-че кăтартнă тăрăх, ку таранччен ГТО нормативĕсене пурнăçланă чи кĕçĕн çын 6 çулта, чи асли 101 çулта пулни паллă.
• Халăхпа влаç органĕсем пĕр- пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçленипе юлашки çулсенче 6379 пуçару проектне пурнăçа кĕртнĕ, 2313 автоçула, коммуналлă хуçалăхăн 1312 объектне, социаллă культура тытăмĕнчи 507 объекта юсанă, 502 кану вырăнне, 425 ача-пăча тата вăйă комплексĕсене хăтлăлатнă, 194 пĕвепе кÿлле тасатнă.
• 2022 çулта Чăваш Ене 537 пин, 2023 çулта 800 пине яхăн, пĕлтĕр виçĕ кварталта 757 пин турист килсе курнă. Чăваш Енри туризмăн 2030 çулчченхи тĕп тĕллевĕ- сем — килекен туристсен йышне 1,7 млн çынна çитересси, пулăшу ĕçĕсен экспортне 3 хут ÿстересси.
• Нумай çул Тăвайри тĕп больницăн акушерпа гинекологи уйрăмĕн заведующийĕнче, унтан больницăн тĕп врачĕнче ĕçленĕ, «Чăваш АССРĕн хисеплĕ врачĕ», «СССР хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ Нина Ивановна Петрова (Расич) (Волгоград облаçĕ, Бударино районĕ, 1935—2018) çуралнăранпа октябрĕн 8-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ