1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:40

Саламлатпăр!

Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ĕç вĕрентĕвĕн учительне Геннадий Васильевич Краснова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Геннадий Васильевич Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Мучар шкулĕн директорĕнче, районти Пионерсен çурчĕн ертÿçинче ĕçленĕ. 1988 çултанпа хулари 54-мĕш шкулта вăй хурать.

Ентеше патшалăхăн тава тивĕçлĕ наградипе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те професси ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр!

Поделиться:
Распечатать