1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:58

Тасалăх хамăршăн

Хамăр пурăнакан вырăна, урама, тăкăрлăка, çавăн пекех çырмасене хамăр типтерлемесен, кам килсе тасатса парасса кĕтмелле? Тăрмăш ялĕнче хастар та ĕçчен çынсем пĕрле пухăнса нимелле ĕçлесси йăлара тесен йăнăш пулмĕ. Нумаях пулмасть ял çырминчи чылай америка вĕренипе ÿссе кайнă курăксене тĕплерĕç. Шыва кĕрсе тасалмалли купель йĕри-тавра та таса халĕ. Хитрен курăнса ларать. Паллах, тасатсах тăмалла, курăк та çывăрмасть, кунĕн-çĕрĕн ÿсет те ÿсет.

Малтанхи хутĕнче яла кĕрекен шоссе çулĕнчен пуçласа кĕпер урлă каçса «Уют» лавкка таранах çÿп-çапран тасатрĕç маттурсем. Волонтерсем аван ĕçлеççĕ Тăрмăшра. Çуллахи тапхăрта шыва кĕмелли вырăнта темиçе хутчен те тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатса пуçтарчĕç. Вĕсене ертсе пыраканĕ — хастар каччă, ялти шкулта вĕрентекен Андрей Федоров.

Çак кунсенче Тăрмăшра тепĕр ниме пулчĕ, Лесная урамĕнчи çырмана тирпей-илем кÿчĕç. Ку вырăнта шăнкăртатса çăл юхса выртать, çавăнпа та ялта Çăл çырми урамĕ те, теççĕ ăна. Шывĕ çемçе те тутлă, ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкрех пăрçа яшки пĕçерме ятарласа çак çăлтан шыв килсе ăснă, хамăр та чылай çÿренĕ. Тараса та пур кунта, унтан та шыв ăсма пулать, юхса та выртать.

Çăл вырăнне тасатсах тăмалла, унсăрăн америка вĕрени çавăрса илет, курăк хупăрлать. Çăлĕ çырмара вырнаçнă майăн, унта пысăк та ватă йăмрасем хупăрласа илнĕ, вĕсене те вăхăтра касса тирпейлемелле. Çак тĕллевпех пуçтарăнчĕç çак урамра тата ун çывăхĕнчи кассенче пурăнакансем нимене. Çырмари курăксене çулчĕç, йывăç тураттисене иртрĕç, кансĕрлекен пысăк хунавсене касса типтерлерĕç, ăпăр-тапăра пуçтарчĕç.

Тинех çăл вырăнĕ сывласа янăн туйăнчĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: «Йышпа ĕçлесен ĕç ăнать»,— тесе. Халĕ унта таса та хитре, типтерлĕ. Çăл патне пымалли çулне те аванлатнă. Çăла тата унтан юхса тухакан пĕчĕк пĕвене пуçару проекчĕпе типтерлеме тытăннă, тепĕр икĕ эрнесенчен ĕçсене вĕçлемелле. Вара татах та хăтлă пуласса шанаççĕ кунта пурăнакансем. Хастарсене ятранах асăнса хăварас килет: Михаилпа Алена Матросовсем, Людмила Ивановна Матросова, Мальвина Кольцова, Татьяна Пикишкинапа ывăлĕ Артем, Анастасия Симушкина, Алена Николаевапа Алена Дмитриева, Владимир Кадикинпа Александр Михайлов, икĕ пĕртăван Яшуткинсем. Тавтапуçах сире, тăванăмăрсем, ырă ĕçшĕн, ăнăçупа сывлăх пултăр, яланах Турă пулăшса пытăр.

Тасалăх хамăршăн пулнине пурте ăнлансан мĕн тери аван пулмалла.

Поделиться:
Распечатать