1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:50

Тăвайра — «Папа-фест» фестиваль

Ку вăл çемьепе канмалли çĕнĕ формат. Кăçал «Папа-фест» фестиваль иккĕмĕш хут иртрĕ. Вăл çемьешĕн тăрăшассине сармалли тата çемье хаклăхĕсене упрамалли мероприяти пулса тăрать. Унăн тĕллевĕсем «Çемье» наци проекчĕн тĕп енĕсемпе çыхăнса тăраççĕ.

Арçын ачасемпе хĕрачасем валли савăк фестивале Тăвай муниципалитет округĕн-чи ашшĕсен Канашĕн председателĕ Николй Перцев ертсе пынипе «Округри ашшĕсен Канашĕ» обществăлла юхăм йĕркеленĕ. Праçникĕн тĕп шухăшĕ — ашшĕ ачисемпе пулакан вăхăта интереслĕрех те тĕрлĕ-рен тăвасси.

Çамрăк ачасем тĕрлĕ профессипе паллашма пултарчĕç. Тĕслĕхрен, полици, пожарнăй, çăлавçă профессийĕсемпе. Ачасене спецмашинăсен рулĕ умĕнче те ларма ирĕк пачĕç.

Кăсăклă мастер-классем иртнĕ: йывăçран, «пÿрт» макечĕ тăвассипе, фигурăсем тĕрлессипе, автомат пухассипе тата шашка-шахматла, ытти ăс-тăн викторинисем йĕркеленĕ. Пурте питĕ кăмăла кайрĕ ачасене.

«Мана ытларах пушар машини килĕшрĕ,— терĕ пĕр арçын ача,— мана — ГАИ машини,— пĕлтерчĕ хăй шухăшне тепри,— руль умĕнче те лартăмăр».

«Пирĕн тĕллев — ашшĕсемпе ачисем вăхăта пĕрле усăллă ирттерме, çĕннине пĕлме тата çемье хутшăнăвĕсене çирĕп-летме май паракан уçлăх туса хурасси. Ачасен кулли тата ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕсем — пирĕн ĕçшĕн чи хакли. Çавна май фестиваль йĕркелесе ирттерме пулăшнă пур службăна та, волонтерсемпе ытти участниксене те тав тăватăп. Çитес çул «Папа-фест» фестивале тата анлăрах та интереслĕ-рех йĕркелеме, форматне сарма тăрăшăпăр. Округри пур çемьене те унта хутшăнма йыхравлатăп!» — палăртнă Николай Перцев, Тăвай муниципалитет округĕнчи ашшĕсен Канашĕн председателĕ.

Поделиться:
Распечатать