1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 6 Декабрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:48

Типĕ апат хатĕрлеççĕ

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамри кĕрхи ярмăрккара ятарлă çар операцийĕнчи боецсем валли хатĕрленĕ япаласене те курма пулнă: тепловизор плащсем, нашлемниксем, хÿтĕлев тетелĕсем тата ытти те. Пухăннă çынсене çавăн пекех Ольга Васильевна Архипова ертсе пыракан Ишпуç волонтерĕсен команди хÿтĕлевçĕсем валли хатĕр-ленĕ типĕ çимĕçсем кăсăклантарнă: типĕ шÿрпе, борщ, пăтă, купăста, пăрçа, пулă, кăмпа яшки, харчо, рассольник, какайпа хуратул пăтти, çĕр улми нимĕрĕ... Яшкине çиме сухари. Кăмăл тăвакансем апат-çимĕçе тутанса пăхма пултарчĕç.

Типĕ яшкапа пăтă хатĕрлес ĕç çăмăлах мар. Пахча çимĕçсене тирпейлеме чылай вăхăт кирлĕ. Çĕр-çĕр килограмм пахча çимĕç, аш-какай (пурĕ 4 тĕсрен хатĕрлеççĕ) тирпейлеççĕ волонтерсем.

Ольга Васильевна хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ. «Домашняя кухня Чувашии» сообществăпа тачă çыхăну тытатпăр. Мĕнпур пахча çимĕçе, какая тасататпăр, пĕçеретпĕр, теркăпа хыратпăр, мясорубкăпа авăртатпăр та типĕтме лартатпăр. Çурмафабрикат хатĕр пулнă хыççăн ăна герметика хутаçĕсем çине тултаратпăр, кашнин çине çыпăçтаркăчсем вырнаçтаратпăр. Вĕсенче ятне, хисепне тата мĕнле хатĕрлемеллине кăтартнă. Çапла майпа тирпейлетпĕр. Хатĕр продукцие Шупашкара «Домашняя кухньăна» çитеретпĕр. Салтаксене яланах вĕри апат хатĕрлеме май çук. Набора вĕрекен шывпа хутăштармалла кăна. 10 минутран килти чăн-чăн тутлă яшка пулать. Çакăн пек типĕ апат нумайччен упранать»,— палăртать ялти волонтерсен ертÿçи.

Типĕ яшка-пăтă пĕçермелли апат-çимĕçе волонтерсене ял çыннисемсĕр пуçне кÿршĕ ялсенчен те кÿрсе параççĕ, хăшĕсем продуктсем илме укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Пурĕ 14 сушилка ĕçлет (нумай пулмасть çĕнĕрен икĕ электросушилка туяннă). Ольга Архипова, Татьяна Джуманазарова (унăн ывăлĕ СВОра пуçне хунă) сушилкăпа типĕтеççĕ, пулăшакансем — Зинаида Никитина, Галина Иванова, пахча çимĕçсене тасатса пĕçерекенсем – Тамара Козлова, Галина Ларионова, Надежда Морозова, Елена Федорова, Елизавета Скворцова, Валентина Егорова, Елизавета Матвеева, Альбина Никитина.

Амалăх ялĕнчи волонтерсем маскировка тетелĕ çыхнисĕр пуçне юлашки вăхăтра «Домашняя кухня Чувашии» сообщество валли пахча çимĕç тирпейлес ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Суханне, кишĕрне, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе çĕрулмине тасатаççĕ, теркăлаççĕ, тураççĕ, типĕт- ме вара Çĕнĕ Ишпуç волонтерĕсем патне ăсатаççĕ. Килти ĕçе пăхмасăр пархатарлă пулăшу кÿ- рекенсене асăнса хăварас килет: Лидияпа Николай Муштаковсем, Людмилăпа Виталий (транспортпа тивĕçтернĕ) Алексеевсем, Валентина Колотушкина, Зинаида Тарасова, Ираида Павлова, Лидия Иванова, Елена Владык, Эльвира Орлова, Людмила Иванова тата ялти хисеплĕ ватă Зинаида Гурина СВО салтакĕсене пулăшу пултăр тесе тăрăшаççĕ. Транспортпа Сергей Шашкин та пулăшать.

Эпир, вăрçă хыççăнхи ăру, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕтĕм çĕршывĕпе тыл фронта мĕнле пулăшнине пĕлетпĕр. Халĕ пирĕн ачасем çапăçаççĕ, вĕсене пирĕнтен пулăшу питĕ кирлĕ.

Зинаида ИВАНОВА,

кĕмĕл волонтер. Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать