1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 11:00

Тротуар кирлех

Кăçал Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕпе кĕпер таранччен çулăн икĕ енĕпе тротуар тунипе пурте кăмăллă. Эпир, ватăрах çынсем, чиркĕве çити пĕр шиксĕ-рех утатпăр.

Çÿрев хăтлăхне автостанци патĕнчен Çăлпуçнелле каякан çул хĕррипе те тăвасчĕ. Çак тытăма йĕркелени çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли услови туса парĕччĕ. Транспорт юхăмĕ вăйлансах пырать кунта. Тротуарпа пĕрле ял вĕçне çитиччен çула çутатассине туса ирттерсен те вырăнлă пулмалла. Çак округ центрĕн сăн-сăпатне татах та хăтлăлатнă пулĕччĕ.

 

Тăвай ялĕнчи кĕмĕл волонтерсем

Поделиться:
Распечатать