Енĕш Нăрвашри аслă ăрурисемпе кĕмĕл волонтерсем тулли кăмăлпа паллă турĕç ватăсен кунне. Чи малтанах ветерансем ялти халăх музейне çитсе çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Унтан библиотекăна кĕчĕç, кунта вĕсене çамрăк ăрупа тĕлпулу кĕтрĕ. Шкул ачисем аслисене пысăк тимлĕхшĕн, ырă ĕçсемшĕн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунчĕç. Кашнинех чечек çыххисем парнелерĕç.
Вĕсен пултарулăхне пăхса ларса чун-чĕре çĕкленчĕ уяв хăнисен. Вĕт, паянхи çамрăксем — çĕршыв малашлăхĕ, икĕ ăру çыхăнăвĕнчен те нумай килет патшалăхăн çирĕп пуласлăхĕ.
Ялти клубра ĕçлекенсем те уявпа ăшшăн саламларĕç. Ятарлă çар операцийĕнчи салтак амăшĕ- сене те чĕннĕ тĕлпулăва.
чуна уçмалли пайтах пулчĕ пĕр-пĕринпе.
Пирĕн кĕмĕл волонтерсем хăйсем те маттур: ырă кăмăллăх ĕçĕнче те, юрă-ташăра та, ял аталанăвĕнче те. Илемлĕ иртрĕ праçник. Кайран ăшă калаçу хамăр хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, сиплĕ чейпе сăйланса уяв малалла тăсăлчĕ.