1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:51

Василий Архипович — район ертÿçи

Василий Архипович Козлов 1925 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Чутей ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. 1943 çулта Тăрмăшри тата Чутейри фельдшер пункчĕ-сенче ĕçленĕ. 1944—1948 çулсенче Тăвайра, Туркменире санитари енĕпе тăрăшнă. Ун хыççăн Çĕнĕ Ишпуçĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулнă. 1950—1953 çулсенче — ВЛКСМ Тăвай райкомĕн секретарĕ. Тепĕр çул КПСС Тăвай райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕнче тăрăшать. Унтан, 1954—1958 çулсенче, партин Мускаври аслă шкулĕн-че вĕренет. 1965 çулччен КПСС Тăвай райкомĕн пай пуçлăхĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче, Канаш территори управленийĕн парткомĕнче идеологи пуçлăхĕн çумĕнче, партипе совет контролĕн комисси председателĕнче ĕçленĕ.

1965 çулта Тăвай районне çĕнĕрен йĕркелесен Василий Архиповича райĕçтăвком председателĕн ĕçне шанаççĕ. 14 çул çак йывăр лава туртса пырать вăл. Асăннă тапхăрта района электричествăпа тивĕçтерес ĕçе вĕçленĕ, «Сельхозхими» предприяти, çулсем тăвакан производство участокĕ йĕркеленĕ, колхозсенче çĕнĕ ĕне, сысна витисен, тырă упрамалли складсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, хуçалăхсем хушшинче сысна самăртмалли «Мир» предприяти туса хунă. Тăрмăшра 90 вырăнлă ача сачĕ хута янă. Тăвайĕнче почта, 140 вырăнлă ача сачĕ, «Илем» хăна çурчĕ, культура керменĕ, МСО общежитийĕ, пурăнмалли çуртсем тунă. Вĕсене шывпа тата ăшăпа тивĕçтерме чылай ĕçсем пурнăçланă. Асфальтлă çулсем тăвасси çине те тимлĕх уйăрнă. Кĕскен каласан, çак çулсем — район анлăн аталаннă тапхăр.

Колхозсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен вĕсем пурнăçлакан ĕçсен пахалăхĕшĕн, вĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтнă район ертÿçи. Вăл тĕрĕсмарлăха курсан, суеçтернине илтсен, ĕçе вăйăн-шайăн тунине тĕл пулсан хытах вăрçма пултаратчĕ. Çав вăхăтрах лăпланса ĕç-пуçа тÿрлетмелли майсем пирки сĕнÿсем паратчĕ, пĕрле сÿт-се яватчĕ.

Каярах, 1979—1986 çулсенче, контролĕн Тăвайри комитет председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра та Василий Архипович хăйĕн çирĕп характерĕпе палăратчĕ. Кашни ĕç коллективĕнче тĕрĕслĕх, дисциплина хуçаланмалли, патшалăх планĕсене тултармалли, вăл паракан укçа-тенкĕне, ĕçре материалсене перекетлесе тĕллевлĕ усă курасси пирки ыйтусем çĕклетчĕ кашни ларурах. Унăн ĕç стажĕ 1986—1990 çулсенче районти агропромышленноç пĕрлешĕвĕнче инспекторта ĕçленипе вĕçленет.

В.А.Козловăн хастарлă ĕçне патшалăх тивĕçлипе хакланă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе, виçĕ хутчен ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Василий Архиповичăн мăшăрĕ Мария Петровна чылай çул Тăвайри вăтам шкулта хими предметне вĕрентнĕ. Вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Галинăпа Владимир Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ. Галина Васильевна пĕр хушă хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ, кайран педагогика ĕçне кÿлĕннĕ. Владимир Васильевич пĕр предприятире тăрăшать. Лидия Васильевна учитель профессине алла илсе Тăвайри вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ.

В.А.Козлов 2001 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче вилнĕ.

Владимир ШАКРОВ,

округри общество палатин

председателĕ

Поделиться:
Распечатать