Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕ юпа уйăхĕн 13—24-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер!» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртнине пĕлтерет.
Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне, вĕсене упранипе тата усă курнипе çыхăннă информацие тупса палăртассипе йĕркелеççĕ ăна. Наркотик тыткăнĕнчен сыхланма пĕтĕм общественноçа явăçтармалла, çак тĕллевпе профилактика мероприятийĕ-сене ирттерме сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ-сен, шкулсен, ашшĕ-амăшĕсен, психологсен, право хуралçисен пĕрле тăрăшмалла.
Наркотиксемпе çыхăннă кирек мĕнле информацие те пĕр тăхтаса тăмасăрах 2-14-98, 2-12-15 (округ администрацийĕ), 2-11-82 (прокуратура), 2-11-15 (полици) номерсемпе пĕлтерĕр.