Апрелĕн 17-мĕшĕнче Олег Николаевăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулленхи йăлана кĕнĕ пресс-конференцийĕ иртет.
Ку пысăк пресс-конференци шучĕ-пе улттăмĕш пулĕ. Олег Николаев республикăн 2024 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетĕ, обществăпа политика пулăмĕсене хак парĕ, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрсемпе паллаштарĕ.
Пресс-конференцин тÿрĕ трансляцине НацТВ, радио эфирĕсенче, социаллă сетьсенчи каналсенче пăхма тата итлеме май пулĕ. Вырăсла тата чăвашла текст трансляцине «Чăвашинформ» тата «Хыпар» ресурсĕсем йĕркелĕç.