Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисем, экономика — республикăн тата унăн гражданĕсен çирĕп те ырă пурнăçĕн никĕсĕ (республикăн 5 çулхи çитĕнĕвĕсем), пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси çинчен пулнă.
Ăна ирттерме Чăваш Республикин ветеринари службин руководителĕ Александр Шакин, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, округри депутатсем, территори уйрăмĕсен начальникĕсем хутшăннă.
Тĕлпулăвăн пĕрремĕш ыйтăвне хускатнă май, Александр Шакин Раççейри Çĕршыв хÿтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсенче республикăра иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Вĕсем ветерансемпе тыл ĕçченĕ-сен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тата вĕсене чыслассипе, палăксемпе вилтăприсене тирпей-илем кĕртессипе тата çитĕ- некен ăрăва патриотла воспитани парассипе çыхăннă. Çулленех ветерансен йышĕ чаксах пырать. Çавăнпа вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхпа ĕçри хастарлăхăн тĕслĕхĕсене асра хăварма тимлемеллине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине хатĕрленсе ирттересси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн мероприятисен планне ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури положенисене шута илсе хушусем кĕртнĕ. 100 мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсене Тăвай енре те хастар хутшăнĕç.
Муниципалитет округĕн пуç-лăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан – вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова патриотизмпа çыхăннă культура, общество, спорт мероприятийĕ-сем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.
Республикăн тата округăн юлашки 5 çулхи аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Евгений Козлов паллаштарнă. Çав тапхăрта пĕтĕм регион продукчĕ 1,85 хут, тиесе ăсатнă промышленноç продукцийĕн калăпăшĕ 2,3 хут, туризм юхăмĕ 1,7 хут ÿснĕ. Социаллă сферăра та пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сывлăх сыхлавĕн 291, спортăн 98, культурăн 452 объектне юсаса çĕнетнĕ, 9 шкул тунă, 11-не юсанă. Тăвай тăрăхĕнче çак тапхăрта нумай ырă улшăну пулнă. Ялсенче çулсем лайăхланнă. Каяш шывсене тасатакан станци тунă. Нăрвашри музея, Тăвайри тĕп вулавăшпа культура çуртне, ÿнер шкулне тĕпрен юсанă. Чÿк-çырминче, Нÿшкассинче, Çĕнĕ Ишпуçĕнче клуб тунă тата ытти те. Умри тĕллевсем çинче те чарăнса тăнă вăл.
Чăваш Республикинче, çав шутра Тăвай округĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе, уйрăмах çурхи вăхăтра, тивĕçтерни çинчен надзорпа профилактика ĕçĕсен пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Михайлов каласа панă. Кăçалхи апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 402 пушар пулнă, ку вăл пĕлтĕрхи тапхăртинчен (341) 17,9 процент пысăкрах. Вĕсенче 17 çын, çав шутра 2 ача (2024 çулта пурĕ — 22) вилнĕ, 26 çын суранланнă (21), 27 çынна çăлнă (умĕнхи тапхăрта — 68 çын). Çулăм 0,4 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, иртнĕ çул 2,7 млн тенкĕ пулнă.
«Вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем ÿссе кайни пĕтĕмĕшле илсен, типĕ курăка тивертнипе, çÿп-çап çунтарнипе, тимсĕр пулнипе çыхăннă»,— палăртнă Владимир Михайлов. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнчен йышăннă пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх режимĕ малалла ĕçленине аса илтернĕ. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшÿл- лĕн çирĕп явап тыттарассине асăннă. Ялсен территорийĕнче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине тĕрĕслесе тăмалла, тенĕ.
Ĕç ушкăнĕ Мучар территори уйрăмĕнче пулнă. Юлашкинчен округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Раиса ШУМОВА