Округри хуçалăхсен уй-хирĕнче çурхи ĕçсем пыраççĕ. Çĕр ĕçлекенсем сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ, кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисем парса апатлантараççĕ, акма çĕр хатĕрлеççĕ, тĕш тырă тата пĕр çул ÿсекен курăксем акаççĕ.
Апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне çĕртме сухин 4364 гектарне (планăн 68 проценчĕ чухлĕ) сÿрелесе нÿрĕк хупланă, 620 гектар (планăн 10 проценчĕ) культиваци туса акма çĕр хатĕрленĕ, тĕш тырă культурисем пурĕ 210 гектар (урпа 145, сĕлĕ 65 гектар), пĕр çул ÿсекен курăксем 65 гектар акнă. Акаççĕ: «Акконд-агро фирма» АО, Сергей Хумышев, Андрей Моряков, Оксана Григорьева, Петр Канясев, Владимир Козлов хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата «Чутеевский» ЯХПК.
Вăрлăхсене 340 тонна имçамланă, вăрлăхпа пĕрле удобрени варăнтараççĕ.