Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика кунне уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ертсе пынă май, Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта чылай улшăну пулнине, нумаях пулмасть иртнĕ тĕлпулура Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн çитĕнÿсене пысăка хурса хакланине палăртнă. «Республика кунĕ тĕлне пысăк темиçе спорт объектне тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене уçма хатĕрленетпĕр. Йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсем, ĕçлĕ форумсем пулĕç — праçнике çÿл- лĕ шайра йĕркелĕпĕр. Чăваш Ен юбилейĕ чăннипех асра юлмалла иртмелле»,— тенĕ регион ертÿçи.
«Чăваш Ен: палăртнă çулпа аталанасси» ятпа йĕркелекен Шупашкарти экономика форумне июнĕн 26—27-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Форум программинче технологи суверенитечĕпе, тулашри тата креативлă экономика ĕçĕ-хĕлĕпе ыйтăвĕ-сене, цифра инструменчĕсене ĕçе кĕртессипе, тĕрлĕ сферăра усă курассипе, регион экономикине инвестицисем явăçтарассипе çыхăннă темăсене тишкерме шутлаççĕ. Форум программинче хальхинче те регионсен йăлана кĕнĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравĕ пулĕ. Ял çамрăкĕсем валли «Ялта чи лайăххисем» слет йĕркелеççĕ. Вăл çуллен пирĕн округри Енĕш Нăрваш ял территорийĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану вырăнĕнче пысăк çĕкленÿ-пе иртнĕ, унта ял çамрăкĕсен чи маттур представителĕсем пухăннă, тĕрлĕ вăйăсене, конкурссене, культура мероприятийĕсене хутшăнса тупăшнă, туслăха аталантарнă, малашлăх плансем тунă. Кăçал асăннă слета Атăлçи округĕн шайнех çĕклеме палăртнă, унта хутшăнакансем валли анлă программа хатĕрлеççĕ, спартакиада, конкурссем, пултарулăх коллективĕсен номерĕсем тата ытти те пулĕ.
Республикăра чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсене чысласси те йăлана кĕнĕ, çакна май июнĕн 20-мĕшĕнче аграри университечĕн никĕсĕ çинче «Агро-100» клубăн презентацийĕ йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулсенче асăннă клуба пирĕн округран «Акконд-агро фирма» АО, Валерий Грачев, Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Дружба» ЯХПК кĕме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсем çавна тивĕçтернĕ.
Мероприятисем çакăнпах вĕçленмеççĕ: вунвиççĕмĕш хут Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ иртĕ. Акатуйсем малтан муниципалитетсенче пурăнакансене савăнтарĕç, вĕсенче ака-сухара палăрнисене хавхалантарĕç. Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн кĕрешекен лашасен чупăвĕ те нумай çынна пухĕ. Фестиваль, концертсен ярăмĕ чуна килентерĕ тата ытти те. Кĕскен каласан, уяв программи анлă пулĕ.
Иван ГЛАДКОВ