Граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ.
Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрельтен патшалăхăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе виçĕ е ытларах ачаллă граждансем усă кураççĕ. Çак право аслă ача 18 çул (вăл очно майпа вĕренет пулсан — 23 çул) тултариччен вăйра пулать. Çавăн пекех тÿлевсĕр юридици пулăшăвне судсем çын ашшĕ (амăшĕ) пулнине е пулманнине çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ чухне тавăç тăратакансем ыйтма пултараççĕ.
Чăваш Республикин саккунĕпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтермелли списока инвалидсем тĕлĕшпе анлăлатнă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса адвокатсем Чăваш Республикин тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен калакан саккунĕн 6 статйинче палăртнă граждансене инвалид реабилитацийĕн тата абилитацийĕн тĕслĕхĕсенче патшалăхăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн системипе килĕшÿллĕн сăмахпа каласа тата çырса право енĕпе консультаци параççĕ. Вĕсем валли заявлени, çăхав, тĕрлĕ ыйту çыраççĕ, право сĕмĕллĕ документсем хатĕр-леççĕ.
РФ инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккунĕнче те çĕнĕлĕхсене уçăмлă палăртнă.
Тÿлевсĕр юридици пу-лăшăвĕн тытăмне явăçтарнă адвокатсен списокĕпе палатăн тата РФ Юстици министерствин республикăри управленийĕн официаллă интернет-сайчĕсенче паллашма пулать.