Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин территорийĕнче, çав шутра Тăвай округĕнче те, пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ.
Çавна май сыхлăх йĕр-кисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме рейдсем ирттереççĕ пушар чаçĕн ĕçченĕ- сем. Хăрушсăрлăх правилисене пхăнман тĕслĕхе тупса палăртнă. Тăвай ялĕнче çÿп-çап çунтаракан тĕлĕшпе административлă протокол çырнă, унпа профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Вут-кăварта яланах асăрхануллă пулмалла. Çÿп-çапа, типĕ курăкпа çулçăсене çунтарма юрамасть.
Ятарлă режим тапхăрĕнче йĕркене пăсакансене административлă майпа 2—4 пин тенкĕ, должноçри çынсене 15—30 пин, юридици сăпачĕсене 200—400 пин тенкĕ таран (РФ КоАПăн 20.4 статйипе) штрафлама пултараççĕ.
Николай ПАВЛОВ,
пушар чаçĕн начальникĕ