Чăваш Енре йăлана кĕнĕ «Зарница» çарпа спорт вăййине ирттересси 1968 çултанпа пĕрре те чарăнман, палăртнă республика пуçлăхĕ Олег Николаев. Çакă çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас енĕпе ачаранах пысăк витĕм кÿрет.
Кăçалхи вăйăсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалланă. Тăвай округĕнче муниципалитет тапхăрне 12 команда хутшăннă. Вăтам ушкăнрисем хушшинче (11—13 çулхисем) Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкул пĕрремĕш, Тушкилти тата Мучарти вăтам шкулсем 2—3-мĕш вырăнсене йышăннă. Аслă ушкăнра та (14—17 çулхисем) Тăвайри вăтам шкулти çамрăк армеецсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмерти, виççĕмĕшĕнче — Чутейри вăтам шкулсен командисем.