1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:41

ПРЕСС-ЦЕНТР

Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ- сем пурĕ пĕрле 2774 гектар (планăн 31 проценчĕ чухлĕ) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса хăварнă. Çак шутра çурхи тулă 290, урпа 1984, сĕлĕ 295, пăрçа 135 тата вика 70 гектар йышăннă. Акара «Акконд-агро фирма» АО, Сергей Илларионов, Валентинпа Валерий Грачевсен, Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕсем кал-калрах ĕçлеççĕ.

Выльăх апачлĕх культурăсене ĕнерхи кун тĕлне 935 гектар (38 процент), нумай çул ÿсе- кен курăксене 387 гектар (61 процент), пĕр çул ÿсекен курăксене 548 гектар (68 процент) акнă.

Поделиться:
Распечатать