1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
28 апреля 2025 г. 13:51

Шанчăклă техника хамăршăн

 

Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, «Ял ĕçченĕ» хаçатра çурхи ака-суха умĕн кашни çулах техника тĕрĕслевĕ пирки статья тата вăл хăш территори уйрăмĕнче хăçан иртессин графикĕ пичетленет. Ял хуçалăх техникин хуçисем çакна кирлĕ пек йышăнаççĕ, тĕрĕслев чи малтанах хамăршăн, хамăрăн шанчăклăхпа сывлăхшăн теççĕ, «хурçă учĕсене» епле юсаса хатĕрлени, вăхăтра ĕлкĕрни çинчен каласа кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашаççĕ.

Тракторсемпе вĕсен прицепĕсене, хăй тĕллĕн куçакан ытти машинăна черетпе округ комиссине, технадзорăн вырăнти инспекцийĕн начальникне кăтартаççĕ. Вĕсем техникăна çулленех тимлĕ пăхаççĕ, юсавлăха, вăл ĕçе шанчăклă пулнине тишкереççĕ. Тĕрĕслев кăçал та Тăвай территори уйрăмĕнчи хуçалăхсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен тата уйрăм çынсен техникине тĕрĕсленинчен пуçланнă. Çурхи техника тĕрĕслевне пур хуçалăхра та ирттереççĕ, çитменлĕхсем палăрсан, вĕсене çийĕнчех пĕтерме мерăсем йышăнаççĕ. Технадзорăн вырăнти ертÿçи Александр Семенов харпăрлăхçăсен яваплăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тĕпрен илсен, кăмăллă. Çакă вĕсем çуракине начар мар хатĕрленсе çитнине кăтартса парать. «Тухăçлă регион» проектпа килĕшÿллĕн перекетлеме май паракан технологисемпе те усă курать чылайăшĕ. Уй-хире çуллен çĕнĕ техника та сахал мар тухать. Çаксем пурте ĕçлев хăрушсăрлăхне, техника шанчăклăхне ÿстерме, тухăçлă ĕçлеме майсем туса параççĕ.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать