Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. 1941—1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче ача-пăча пулнисем те аслă ăрурисен йышне кĕчĕç, ватăлса 80—90 çулсене çитрĕç.
Çамрăк çын малалли пирки шухăшлать. Эпир вара, вăрçă ачисем, халь ĕлĕкхине, пулни-иртнине аса илетпĕр. Çавна май архиври сăн ÿкерчĕксене пăхнă чухне 69 çул каялла ÿкернĕ сăн ÿкерчĕк куç умне пулчĕ. Кăна эпир 1956 çулта Тăвай районĕнчен Шупашкара педагогика тата ял хуçалăх институчĕсене вĕренме кайнисем тĕл пулса ÿкерĕннĕ.
Вулакансене вĕсемпе кăштах паллаштарам. 1933—1940 çулсенчи 17—18—24 çулхи çамрăксем эпир кунта, чăн-чăн вăрçă ачисем. Кашни хăйĕн пурнăç çулне тупнă, тăрăшуллă, ĕçчен, тава тивĕçлĕ çынсем пулчĕç.
Акă Тăрмăшри Станислав Николаевич Адрианов (иккĕмĕш ретре, сылтăмра) Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче агрономи факультетĕнче вĕренчĕ. Тăван ялта агроном пулса ĕçлерĕ. Унтан Тăвай ВЛКСМ райкомĕн секретарьне, Чăваш ял хуçалăх сăнав станцине куçараççĕ. Пĕлĕвне тарăнлатма аспирантурăра вĕренсен наукăпа тĕпчев институтĕнче лаборатори заведующийĕнче, аслă тата тĕп наука сотрудникĕ пулса тăрăшать. 1976—1978 çулсенче вăл Кубăри ял хуçалăх министерствинче тĕп наука консультанчĕ пулнă, 60 ытла наука ĕçĕ çырнă.
Тăвайри Нина Васильевна Алексеева (иккĕмĕш ретре, сулахайран пиллĕкмĕшĕ) зоотехника факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист районти ял хуçалăх управленийĕнче вăй хунă, унтан Ленин ячĕллĕ колхозра зоотехник пулса ĕçленĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă ăна.
Вăрманхĕрринчи Николай Андреевич Мукина (сăн ÿкер- чĕкре пĕрремĕш ретре, сылтăмран тăваттăмĕшĕ) зоотехника факультетне пĕтерсен 1957 çулта Казахстанри Актюбинск облаçĕнчи «Восточный» совхоза направленипе ĕçлеме яраççĕ. Малтан зоотехникре 20 çул ĕçлет. Ун хыççăн Актюбинск облаçĕн-чи ял хуçалăх управлени начальникĕн заместительне куçараççĕ ăна. Казахстанра ĕçлесе пурăнса пенсие тухрĕ, унтах çĕре кĕчĕ. Николай Андреевича Халăхсен Туслăхĕн орденĕпе наградăланă.
Борис Алексеевич Биктимиров — Чÿкçырминчен, (пĕрремĕш ретре ларать, сылтăмран пĕрремĕшĕ) «Красное Сормово» колхозра тĕп зоотехникре вăй хунă.
Михаил Семенович Терентьев (виççĕмĕш ретре тăрать, сулахайран тăваттăмĕшĕ), 1960—1965 çулсенче тăван хуçалăхра — «Красная Чувашия» колхозра тĕп зоотехникре ĕçленĕ. Пултарулăхне кура ăна районти ял хуçалăх управленине ертсе пыма сĕнеççĕ. Унтан республикăри ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче, Тăвай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлет. «Хисеп Палли» орденпа, «Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн» медальпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе икĕ хутчен наградăланă Михаил Семеновича.
Малалла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе шкулсенче ĕçленисемпе паллаштарам.
Ураскассинчи Владимир Николаевич Прокопьев пирĕн хушăмăрта чи асли пулнă, 1925 çулта çуралнă, вăрçă участникĕ. Вăрçă хыççăн институтра вĕренсе диплом илнĕ. Тушкил, Тăвай шкулĕсенче директорта ĕçленĕ, истори, обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Ольга Григорьевна Ушакова (Иванова) Амалăхран (иккĕмĕш ретре сулахайран иккĕмĕшĕ). Институт пĕтерсен направленипе кайса Куйбышев облаçĕн-чи шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине 3 çул вĕрентнĕ. Яла таврăнсан Тĕмер шкулĕнче, Канаш районĕнчи ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче, педучилищĕре, Пионерсен çурчĕн директорĕнче, Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче методистра тăрăшнă. «Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн» медальпе, «РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» знакпа наградăланă. «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят панă.
Ольга Трофимовна Ямщикова (Трофимова) Тĕмертен пулнă. Тутар Республикинчи Алькеево районĕнчи Сиктĕрме ялĕнчи шкулта 4 çул математика, черчени вĕрентнĕ. Унтан Тĕмерти шкулта вĕрентÿ ĕçне малалла тăсать, ĕç стажĕ 40 çул унăн. «Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă ăна.
Тĕрлĕ ялтан эпир — Таисия Ильина (Лачкасси), Роза Зобова, Елизавета Кучерова, Вера Ильина-Юркина (Тĕмер), Галина Васильева (Енĕш Нăрваш), Владимир Лисов (Тăвай), Елизавета Ильина, Луиза Матвеева (Вăрманхĕрри)— анчах туслă пурăннă. Шел те, чылайăшĕн пурнăç çулĕ çинчен пĕлеймерĕм. Анчах пĕлес килет. Хăйсем е вĕсем çинчен ачисем, мăнукĕсем тата ыттисем çырса кăтартасса шанатăп.
Елизавета ИЛЬИНА,
Вăрманхĕрри-Тăвай