Кану кунĕсенче Енĕш Нăрвашри Неркей çăлĕ тавра тата Канашская урам лапамĕн- че хăрса кайнă, ÿссе хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр.
Çак ĕçе ялти хастарсем хутшăннипе пурнăçлама май килчĕ.
Халĕ Канашская урамра çамрăк йывăçсем илем кÿрĕç, кайăксем хăйсен сассисемпе савăнтарĕç.
Шкул ачисем ентеш-паттăрсене асăнса йывăçсем лартса хăварчĕç.