1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:20

Çĕр ĕçĕнче те, район ертӳçинче те

 

 

Вулакан мана юлашки вăхăтра çине-çинех Филипповсем çинчен çырать тесе ан ӳпкелетĕр. Çапла, чăнах та, тинтерех хаçатра Валентин Иванович Филиппов çинчен пулчĕ манăн сăмахăм. Вăл МСО «Янтиковская» начальникĕ, Тăвай райĕçтăвкомĕн архитектурăпа строительство пайĕн заведующийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ пулнă. Хальхинче Геннадий Филиппович Филиппов пирки кĕскен те пулса çырса кăтартассăм килет. Çук, пĕртăвансем мар вĕсем, пĕр ялтан та мар. Профессийĕсем те расна. Анчах пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ вĕсем, район аталанăвĕпе малашлăхĕшĕн те пĕр вăхăтра пĕрле вăй хунă.

Геннадий Филиппович Филиппов 1950 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Чичкан ялĕнче учительсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Филипп Васильевич Волков, 1913 çулта Тутар Республикинчи Кайпăç районĕнчи Камылово ялĕнче çуралнă. Профессийĕпе учитель пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Амăшĕ, Евдокия Михайловна Николаева, 1914 çулта çуралнă, Тăвай районĕнчи Тăвай ялĕнче кун çути курнă. Вăл та вĕрентекен профессине суйласа илнĕ, учительница.

Вĕсен ывăлĕ Геннадий Комсомольски районĕнчи Чурачăкри вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ. Тăрăшнă çамрăк, ашшĕ-амăшĕ вĕрентекенсем пулни те вĕренӳре ырă витĕм кӳмен мар ĕнтĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Геннадий Филиппов Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çĕр ĕçне, ӳсен-тăран ӳстерес ĕçе çывăх туйнă вăл. Алла диплом илсен 1972—1975 çулсенче Псков облаçĕнчи Локнянск районĕнчи «Восход» колхозра, 1975—1978 çулсенче хамăр республикăри Çĕрпӳ районĕнчи «Память Ульянова» колхозра тĕп агрономра вăй хурать, çĕр ĕçне пĕлекен специалист пулнипе палăрать. Ырă хыпар утпа çӳрет теççĕ. Вăл вăхăтра ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ Петр Васильевич Иванов кадрсен пайĕнче тăрăшакан Людмила Петровна Аввакумована Геннадий Филипповпа тĕл пулса калаçса ăна районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономне çураçса килме хушнă. Людмила Петровна Вăрнарти ял хуçалăх техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн ял хуçалăх управленийĕнче тимленĕ, ĕçленĕ хушăрах заочно йĕркепе Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, каярахпа патшалăх службин академине те пĕтернĕ.

Килĕшнĕ Геннадий Филиппович районти тĕп агроном лавне туртма. «Района килсенех хуçалăхсене нумай тухса çӳрерĕ, ертӳçĕсемпе, специалистсемпе, механизаторсемпе паллашрĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене тимлерĕ, çĕрсен пулăхне, уйсен тухăçне ӳс- терессишĕн малтанхи кунсенченех нумай тăрăшрĕ»,— каласа кăтартать халĕ Людмила Петровна Аввакумова. Хам та пĕрре кăна мар пулнă Геннадий Филипповичпа пĕрле уйсенче, агрегатсем патĕнче. Ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Тепĕр чухне пĕр-пĕр ĕçе вĕсемпе пĕрле сӳтсе яватчĕ, хăйне тӳрех чăнлăх вырăнне хумастчĕ, тен, капла тумалла, тен, çапла тусан лайăхрах тесе вĕсен шухăшне пĕлме тăрăшатчĕ. Çуркунне калчасене хаклама та пĕрре çеç мар пĕрле çӳренĕ. Вăл пахалăх, малта пыракан технологи ыйтăвĕсене мала хунине асăрхаттăм унра. Çаксем, паллах, производство эффективлăхне ӳстерме пулăшнă.

Тĕп агрономра ĕçленĕ хыççăн управлени начальникĕ те пулчĕ. 1986—1991 çулсенче — халăх депутачĕ-сен Тăвай район Совечĕн ĕçтăвком председателĕ, 1991—1994 çулсенче халăх депутачĕсен Тăвай район Совечĕн председателĕнче тăрăшрĕ. Ку пысăк должноçсенче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, халăхăн пурнăç пахалăхĕн, строительство, газ кĕртес ыйтăвĕсем кун йĕркинче тăнă. Çав вăхăтрах çынсене те харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнма вăхăт тупнă. Геннадий Филиппович общество ĕçне те хастар хутшăннă. 1993—1998 çулсенче вăл халăх шаннипе Чăваш Республикин пĕрремĕш созыври Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, район Совечĕн депутатне те суйланнă.

1994 çултан вăл «Росгосстрах-Чувашия» АОн Тăвайри филиалне ертсе пычĕ, госстрах çурчĕпе котельнăйне хăпартма, вĕсене газпа ăшăнмалла тума нумай тăрăшрĕ.

Мăшăрĕпе Валентина Николаевнапа пĕрле вĕсем икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем те пур.

Иртнĕ уйăхра Геннадий Филиппович Филиппов 75 çул 

Поделиться:
Распечатать