1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:21

Çуркунне хыпарçисем

 

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вĕçен кайăксен кунне паллă туса, Чутей библиотекипе культура çурчĕн ĕçченĕ-сем 5 класра вĕренекенсемпе «Вĕçен кайăксем юрлаччăр» квест-вăйă ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче кайăксем çут çанталăкшăн та, çыншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни, вĕçен кайăксене упрамалли çинчен калаçнă. Кайăк-кĕшĕксем — çуркунне илсе килекен савăнăç хыпарçисем.

Шкул ачисем «Пирĕн планета çинчи кайăксем» видео-ролике интересленсех пăхнă, вĕсен илемлĕ юррисене итленĕ. Кайăк-кĕшĕк çинчен калакан ваттисен каларăшĕсене аса илнĕ, «Эпир мĕнле юмахран?» викторина ыйтăвĕсем çине ăнăçлăн хуравланă. Тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăннă: «Кайăк-кĕшĕк ребусĕсем», «Кайăксене апатла», «Вĕçен кайăксене йăвине тупма пулăш», «Математика кроссворчĕ», кайăк-кĕшĕксене ӳкерчĕк- сем тăрăх уйăрни, тĕкпе эксперимент ирттерни тата ытти те. Ертсе пыракансем ачасене çут çанталăкри чи пĕчĕк тата чи пысăк вĕçен кайăксемпе паллаштарнă.

«Кĕнеке страницисенчи вĕçен кайăксем» ятлă кĕнеке выставкин тĕп геройĕсем çунатлă туссем пулнă.

Кайăксене пирĕн пулăшмалла: эпир çуркунне шăнкăрч йăвисем туса çакма пултаратпăр, хĕлле вара — сырăшсем.

Зинаида ИВАНОВА, таврапĕлӳçĕ

Поделиться:
Распечатать