1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:11

Илемлĕ, чăвашла, тăван кĕтесе юратса

 

Хамăр тăрăхра пурăнакан сăвăçсен хайлавĕсене вуласа панă округри шкул ачисем. Вĕсемпе Общество палатин телеграм-кана- лĕнче паллашнă вулакансем.

Карина Нилова (Элпуç шкулĕ) Елена Фоминапа Владислав Пастухов, Ксения Васильева (Тăрмăш шкулĕ) Андрей Николаев, Милана Сергеева (Енĕш Нăрваш шкулĕ) Владислав Пастухов, Владислав Кириллов (Тушкил шкулĕ) Валентина Павлова сăввисене ялсен сăн-сăпачĕ- семпе усă курса тунă видеороликсенче çав тери лайăх вуласа панă.

Шкул ачисем хăйсен пултарулăхне Тăвай районĕ 90 çул тултарнине халалланă. Общество палати çамрăксене «Общественное признание» дипломсемпе хавхалантарнă. Сăвăсен авторĕ-сем В.Г.Пастухов, Г.А.Николаев (А.Н.Николаев сăвăçăн ывăлĕ) хăйсен кĕнекисене парнеленĕ.

Дипломантсене конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн С.И.Александрова, З.Н.Григорьева, Л.П.Морякова, А.А.Лазарева вĕрентекенсем Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Поделиться:
Распечатать