Общество палатин ларăвĕнче ача сачĕсене, шкулсене, культура, спорт, медицина çурчĕсене, халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсене терроризмран сыхлас ĕç округра мĕнле шайра пулнине пăхса тухнă.
Гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.В.Федоров пĕлтернĕ тăрăх, ку ыйтăва администраци яланах тишкерсе тивĕçлĕ йышăнусем тăвать.
Палата пайташĕсем çитес вăхăтри Çĕнтерӳ, Мăнкун, шкултан вĕренсе тухакансен уявĕсем вăхăтĕнче, ачасен çуллахи кану лагерĕсенче сыхлăх шайне уйрăмах пысăк шайра тытмаллине пĕлтернĕ.