Ăшă та типĕ çанталăк тăнă май округ территорийĕнче пушар лару-тăрăвĕ çивĕчленсех пырать. Типĕ курăка, хăмăша тата çӳп-çапа тĕлли-паллисĕр çунтарни те пушар тухас хăрушлăх патне илсе çитерет. Практика кăтартса панă тăрăх, çакнашкал пушарсен тĕп сăлтавĕ харпăр хăй территорине тасатса типтерленĕ чухне çынсем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни пулса тăрать. Çулленех çурхи вăхăтра харпăр хăй кил хуçалăхĕсенче тата дача участокĕсенче вут-кăвар тухать. Çакă нумай чухне çынсем хĕл каçа пухăннă çӳп-çапран ансат майпа — кăвайт чĕртсе çунтарса хăтăлма тăрăшнипе çыхăннă. Час-часах çынсем вут чĕртеççĕ те хăйсем пăхса та тăмаççĕ, ытти ĕçе пикенеççĕ. Типĕ çулçăпа курăк тата çӳп-çап вара хăвăрт çунса сарăлаççĕ. Çакă пушар патне çитерет те.
Çынсен, паллах, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлмелле тата пăхăнмалла. Харпăр хăй участокне тата кил-çурт таврашне типĕ курăкпа çунма пултаракан ытти япаласенчен вăхăтра тасатса тăмалла; кирлĕ-кирлĕ мар çĕре — хуралтăсемпе çуртсен хушшисене, çулсем çине, урамсене çунма пултаракан строительство материалĕсем, йывăçсен турачĕ- семпе ăпăр-тапăр купаласа хумалла мар, пурăнмалли çуртсен таврашĕнче шывпа савăт-сапа тытмалла тата огнетушитель пулмалла; территоринче уçă çĕрте тата картишсенче хăвăрт тивсе илме пултаракан шĕвексем, газ баллонĕсем упрама юрамасть; çурт-йĕр-пе хуралтăсен çывăхĕнче кăвайт чĕртме, çӳп-çап çунтарма, уçă çулăмпа усă курма хушмаççĕ; вăрман çывăхĕн- чи участоксене те типĕ курăк таврашĕнчен, хăмăлтан, çатрака хăрăк-туратсенчен, ытти каяшсенчен 10 метртан кая мар хушă таса тытмалла; кирек мĕнле пулсан та çиллĕ çанталăкра кăвайт чĕртесрен асăрханмалла. Чылай чухне сӳнмен пирус тĕпĕсенчен те пушар тухать — çакна та асрах тытмалла.
Тăвай муниципалитет округĕнчи патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕ-сем ялсенче пурăнакансене, ытти çынсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурăнма чĕнсе калаççĕ, çакăнпа пĕрлех вут-кăвар тухнине асăрхасан çийĕнчех ун пирки пушар хуралне 2-13-09 телефонпа е сотовăй телефонпа «101», «112» номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ. Инкек-синкекре чи кирли — пăлханса ӳкмелле мар, харпăр хăйне тытма пĕлмелле.
2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм режим туса хунă.
Ку тапхăрта Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 2 пайĕн 20.4 статйипе пăхнă пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснăшăн айăплисене административлă яваплăх тыттараççĕ, пысăк штраф хураççĕ. Çак майпах çын сывлăхне йывăр сиен кӳнĕшĕн уголовнăй яваплăх та пăхнă. Пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк чухне, чрезвычайлă лару-тăру пулса тăрсан, çынсене, çав шутра транспорт хатĕрĕсене те вăрмана кĕме чараççĕ. Округ территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм режим туса хурсан уçă çулăмпа усă курма юрамасть.