1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:03

Тĕллев — пĕлтĕрхинчен кая мар

 

 

Округри хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси майĕпен вĕçленсе пырать. Çанталăк лайăх тăнă май халех ĕнтĕ выльăхсене кунне 4—5 сехет уçăлма кăларма пулать. Çакă организма çирĕплетме кăна мар, продукцие хушма та пулăшĕ.Тăвай тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ-сенче кăçалхи малтанхи виçĕ уйăхра пурĕ 3111,7 тонна сĕт туса илнĕ, пĕлтĕр ку тапхăрта — 3144 тонна пулнă. Процентпа илсен, 99 процент. Кашни ĕнерен вăтамран 1165 килограмм сĕт сунă. Тĕллев — кăçал та иртнĕ çулхинчен кая мар сĕт туса илесси. Çавăнпа выльăхсене лайăх пăхса усраса вĕсен продуктивлăхне хушса пыма тăрăшмалла. Пысăк сăвăм — хушма сăвăм. Çапла ĕçлеме вăй хураççĕ, сăмахран, Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче, хĕл тапхăрĕн- че ытларах продукци илме тимлеççĕ. Кунти фермăра мăйракаллă шултра выльăхсем 1300 пуç, çав шутран сăваканни — 310 ĕне. Хуçалăхра кăçалхи январь-март уйăхĕсенче пурĕ 598,8 тонна сĕт туса илнĕ, кашни ĕне вăтамран 1932 килограмм сĕт антарнă. Ку кăтартусем умĕнхи çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах.

Надежда НИКИФОРОВА

Поделиться:
Распечатать