1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 16 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:18

Пысăк тухăçшăн

 

Çураки — пысăк яваплă ĕç. Ăна вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттернинчен пурнăç ырлăх-пурлăхĕ тата тулăх пурăнасси нумай килет. Çавăнпа çуракире ан çывăр теççĕ, çурхи нÿрĕкпе, вăхăтпа чи тухăçлă усă курма сĕнеççĕ.

Кăçал çуракине чи ăнăçлă ирттернисен шутĕнче яланхи пекех «Акконд-агро фирма» АО та пулчĕ. Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлнех акса хăварчĕ вăл çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене — пурĕ сакăрçĕр гектара яхăн. «Кăçалхи пек ир акни пулманччĕ»,— терĕ предприятин тĕп агрономĕ Анатолий Николаевич Михайлов.

Урпа, çурхи тулă, сĕлĕ, вика акнă аккондçăсем. Виçĕ агрегатпа кал-кал акнине каларĕ Анатолий Николаевич, пурте тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Владимир Герасимов механизатор «Кировец» тракторпа, ака комплексĕ-пе тухнă хире тырă акма. Эпĕ чылайранпа пĕлекен Владимир Данилов, хăй вăл Сăхăтпуçĕнчен, 6 метр сарлакăш акакан «Амазония» сеялкăпа, Андрей Кучеров та çавăн йышшипех варăнтарнă имçамласа сиенсĕр- летнĕ вăрлăхсене, пĕрлех минерал удобренийĕ те парса хăварнă. Çураки валли пурĕ 230 тонна ахаль йышши тата кăткăс удобрени туяннă кăçал. Кăткăссине çурхи тулла панă, кукуруза акнă чухне те усă курĕç. Владимир Данилов ытларах вĕтĕ йышши культурăсемпе ĕçленине каларĕ тĕп технолог, люцерна, горчица акнă. Горчица пурĕ 270 гектар йышăннă, вăл сидерат шутланать, çĕре лайăхлатма симĕс удобренилĕх тарават акса тунине асăнчĕ Анатолий Николаевич. Кам-кам та, вăл унăн уссине, эффективлăхне лайăх пĕлет, çавăнпа предприяти уй-хирĕнче çуллен пысăк вырăн параççĕ асăннă культурăна.

Акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Виталий Алексеев, Владимир Ерастов, Александр Суркин механизаторсем тăрăшнă, вăрлăхпа, удобренипе Алексей Синяков, Александр Птичкин, Андрей Ларионов тата Сергей Михайлов кал-кал тивĕçтерсе тăнă.

Пĕлтĕр кашни гектартан 34,9 центнер тырă туса илнĕ «Акконд-агро фирма» акционерлă общество ĕçченĕсем. Округри чи пысăк тухăçсенчен пĕри вăл. «Кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар тухăç илес тĕллевпе ĕçлетпĕр. Ытларах пулсан — тата лайăх. Пăхатăп та, малтан акнă сĕлĕ, урпа лаптăкĕсем тикĕс шăтаççĕ, çакă кăмăла çĕклет»,— пытармасть хăйĕн шухăшне тĕп агроном, хастар, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн çĕр ĕçлекенсене тав тăвать. Кĕр тыррисене çумкурăкран хÿтĕлесе гербицидпа ĕçлесе хатĕрленине те асăнчĕ. Тухăç лайăх пултăр тесен, пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле.

Çĕр ăшăнса пынă май, кĕçех кукуруза акма та пуçăнĕç. Сĕтеклĕ культурăна кăçал предприятире 320 гектар çинче, иртнĕ çулхинчен те 20 гектар нумайрах, туса илме палăртса хунă.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать