Николай Геннадьевич Родионов Сăхăтпуç ялĕнче 1963 çулта çуралнă. Виçĕ ывăлтан çемьере асли. Шкул çулĕсем хыççăн механизатор правине илнĕ вăл. Тăван колхозра ĕçленĕ. 1982—1984 çулсенче Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă.
Эпĕ Николайпа ачаран кÿршĕллĕ. Вăл вăрçăри пулăмсене чылай каласа паратчĕ. Килне кĕçĕн сержант пакунĕпе таврăннă. Каллех колхозра тăрăшнă. Çулсем вара иртеççĕ. Авланчĕ юлташăм, мăшăрлă пулчĕ, çурт хăпартрĕç. Мăшăрĕпе, Альбинăпа, ывăлпа хĕр çитĕн-терчĕç. Пурте аван пурăнаççĕ. Николай кăçал Тăвайĕнче пысăк кĕпер хывнă çĕрте çăвĕпех ĕçлерĕ. Маттур. Ытти нумай ĕçе пултарать, килĕнче тĕрлĕ инструментсен сассине тăтăшах илтме пулать.
Лаврентий ДАНИЛОВ,
Сăхăтпуç ялĕ