1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 16 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:58

Ултавçăсенчен сыхланар

 

Информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса улталанă тĕслĕхсем Тăвай округĕнче те нумайланса пыраççĕ. Банкпа патшалăх услугисен сотрудникĕсем, сотовăй çыхăну операторĕсем, тесе çынсен персоналлă кăтартăвĕ-сене, вăрттăн ытти информацие пĕлтерме ыйтаççĕ, тĕрлĕ наградăсем выляса илнипе илĕртеççĕ, банк карттипе усă курса «Мобильный банк» приложени урлă укçа вăрлаççĕ — кăçалхи пĕрремĕш кварталта çакнашкал майпа улталаннă 4 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пĕлтĕр округ территорийĕнче 19 преступлени регистрациленĕ, 2023 çулта 10 преступлени пулнă.

Ултавлă 4 ĕçрен Тăвайпа Йăнтăрчă ял территорийĕсенче икшер ĕç пуçарнă. Ултавçăсен аллине 18—24, 25—34, 45—54 çулсенчи çынсем çакланнă.

Йĕрке хуралçисем общественность представителĕсемпе халăхпа тĕл пулса ултавçăсенчен сыхланмалли çинчен ăнлантараççĕ. Нумай ĕç коллективĕнче пулнă, урамсенчи рейдсем вăхăтĕнче кил хуçалăхсене кĕрсе тухнă, граждансен пухăвĕсенче тухса калаçнă.

Тепĕр хут асăрхаттаратпăр, пĕлмен номерсене ан тытăр, хăвăрăн даннăйсене никама та ан пĕлтерĕр.

Вениамин ОБАСЬКИН,

Тăвайри полици уйрăмĕн

начальникĕ

Поделиться:
Распечатать