Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма, хÿтĕлевçĕ пулма садикренех хăнăхтармалла. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе тата республика шайĕнчи «Тăван Ен тăрăх кутамккапа утатăп» проектпа килĕшÿллĕн Тăвайри 1-мĕш ача сачĕн воспитанникĕсем ку хутĕнче полици уйрăмне çул тытрĕç.Полици начальникĕ Вениамин Обаськин экскурсие дежурнăй пайĕн-чен пуçларĕ. Шкула кайма хатĕрлекен ачасем подразделени талăкĕпех ĕçленине, унăн тĕп функцийĕ граждансенчен преступленисем, административлă право йĕркине пăсни çинчен заявленисем йышăнассипе ĕçленине пĕлчĕç. Шăпăрлансене право сотрудникĕсем кулленхи ĕçре мĕнле хĕç-пăшалпа усă курни те кăсăклантарчĕ. Вениамин Николаевич службăри ятарлă хатĕрсемпе, хĕç-пăшалпа паллаштарнă вăхăтра ачасен прависемпе тивĕçĕсем, çул çитменнисене хăш ÿсĕмрен йĕркелĕхе пăснăшăн явап тыттарма пултарни çинчен ăнлантарчĕ.
Тăвайри миграци пунктĕнче Ирина Хайдукова тĕп специалист-эксперт служба тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăнса тăнă май, Раççей гражданинĕн тĕп докуменчĕ — паспорт çинчен каласа пачĕ.
Юлашкинчен Вениамин Николаевичпа Наталья Ивановна (кĕçĕн инспектор, Лизăн амăшĕ) саккуна пăхăнса пурăнакан граждансем пулма, лайăх вĕренме сунчĕç, асăнмалăх смайликсемпе пылак кучченеçсем парнелерĕç.
Çамрăк эк-скурсантсен асĕнче тĕл-пулусем тарăн йĕр хăварчĕç. Çакăн пек мероприятисем воспитани парас ĕçре пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Йĕрке хуралĕн ĕç-ченĕсемпе ка-лаçнă хыççăн нумайăшĕн хăйсен малашлăхне çак профессипе çыхăнтарас ĕмĕт те çуралчĕ.
Тамара ПАВЛОВА, воспитатель