1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 16 Июнь 2025 г.
7 мая 2025 г. 15:39

Пурăнатăр ял-йыш асĕнче

 

Эй, эсир, ял-йышсем, тăвансем,

Çутă пурнăçшăн вăрçа кĕнисем,

Çĕнтерÿшĕн юн тăкса вилнисем,

Пулас ăрусемшĕн тĕслĕх пулса

Яланах упранатăр пирĕн асра.

Эй, эсир, вăрçăра çуннисем,

Аманса, чирлесе килнисем,

Телей мĕн иккенне туйнисем,

Тăван çĕр масарне выртнисем,

Эсир пурте ыр ят хăварса

Пурăнатăр ял-йыш асĕнче.

Эй, эсир, çамрăксем, каччăсем,

Çирĕме, вăтăра çитнисем,

Çар тумне тăхăнса курнисем,

Аслисен, паттăрсен ячĕсем

Асăртах-и сирте паянччен

Вĕсене тав туса пурăнма?

Терт-асап тÿсме тивнĕ кашнин —

Пĕлме тивĕç эпир вĕсене.

Вăл истори, пирĕн кун-çул.

Ăна манăçа кăларсан,

Çуралать çĕр çине çĕн тăшман —

Çакна манар мар нихăçан.

 

Елена ИЛЬИНА, учитель-пенсионер.

Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать