Ака уйăхĕн варринче Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинчи «Çавра сĕтеле» хутшăнни çинчен вуласа пĕлнĕччĕ нумаях пулмасть. Çавăн чухне Наталья Алексеевна регионти Хĕрарăмсен союзĕн ĕçĕпе паллаштарнă, унти хастарсем çинчен те каласа кăтартнă. Вĕсем республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Организаци пурнăçа кĕртекен проектсемпе, конкурссемпе паллаштарнă.
Çуллен ирттерекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. «Хĕрарăмăн хĕрĕх тĕрлĕ ĕç тума та алă çитет»,— теççĕ. Наталья Николаева хĕрарăмăн хăйне хакламалли, çемьешĕн, ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалли, общество пурнăçне хастар хутшăнса, çитĕнÿсене кăтартмалли çинчен каланă. Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçра пысăк ĕç тăвать. Конкурса çуллен ытларах та ытларах хĕрарăм хутшăнса хăйĕн вăйне, пултарулăхне тĕрĕслет, ыттисене хавхалантарать, тенĕ. Тупăшăва вунсакăр çултан аслăрах хĕр-хĕрарăм хутшăнать, пĕлтĕр чи асли 93 çулта пулнă. 2023 çулта «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра Тушкилти хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Надежда Разиновна Федорова «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» номинацире гран-при çĕнсе илнине те палăртма кăмăллă. Наталья Алексеевна организаци йĕркелесе ирттерекен ытти конкурс-мероприятисем пирки те каласа кăтартнă. «Хĕрарăма мухтар» конкурс та пĕрремĕш хут кăна иртмест. Нумайăшĕ хапăл ăна, кăсăкланса хутшăнать конкурса. Организаци çамрăк çемьесемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе, çемйисемпе тĕлпулусем йĕркелет. Пурнăçа çĕнĕлĕх кÿме тăрăшаççĕ Наталья Николаева ертсе пыракан Хĕрарăмсен союзĕн членĕсем. Округсене те тухса çÿреççĕ. Акă эпĕ хамăр районти Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Николаевна Черкесована (хĕр чухнехи хушамачĕ — Матросова) лайăх пĕлетĕп. Ырă кăмăллă та тарават, общество ĕçне хастар хутшăнакан хĕрарăм вăл. Хăй вăхăтĕнче, вăтам шкул пĕтерсен, районти «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче те тăрăшрĕ пĕр хушă. Унтан аслă шкула вĕренме кайрĕ, медицинăна, çынсене сиплессине суйласа илчĕ пурнăçра. Халĕ вăл — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, ача амăшĕ, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн хастар активисчĕсенчен пĕри. Куратор пулса, тăван Тăвай округĕнчи хĕрарăмсен канашĕн мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнать, вĕсене усăллă ирттерме пулăшать, çынсемпе тĕл пулать. Ашшĕпе те, Николай Трифонович Матросовпа, пĕр-пĕрне çывăх пĕлнĕ эпир. Вăл хĕрĕсемпе, кĕрÿшĕпе, мăнукĕсемпе мăнаçланатчĕ, вĕсемшĕн савăнатчĕ, вĕсене ырă сунатчĕ. Надежда Николаевна пĕлтĕр тăван ялĕн — Çĕнĕ Ишпуç ялĕн 320 çулхи юбилейне те килнĕччĕ, тăван ял сăпки, унăн маттур çыннисем пирки ăшă сăмах каланăччĕ.
Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçине Наталья Николаевана вара республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем «Çавра сĕтелре» ыйтусем те панă, сăмахран, «Сирĕн ачасем мĕнпе интересленеççĕ?» тенĕ тата ытти те. «Пирĕн виçĕ ача пулнă май кашнин кăмăл-туйăмне ăнланма тăрăшатăп. Театр искусстви те, спорт та, журналистика та интереслентерет вĕсене. Çемьепе кĕнеке вуласси йăлара пирĕн. Аслăраххисем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ. Кĕçĕннипе вара кĕнекене пĕрле шĕкĕлчетпĕр. Ашшĕ те, эпĕ те черетленсе вĕсемпе пĕрле алла кĕнеке тытатпăр. Çемьере пурте кĕнеке юрататпăр — çавăнпа пирĕн килти библиотека пуян»,— тенĕ Наталья Алексеевна. Хурав пурне те савăнтарнă. Регион ертÿçин çемйи кĕнекепе туслă пулни пуриншĕн те ырă тĕслĕх-çке.
Иван ГЛАДКОВ