Иртнĕ канмалли кунсенче округри чылай ялта Акатуй уявĕсем иртнĕ. Вĕсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне, Раççей кунне, çураки вĕçленнине халалласа йĕркеленĕ. Вăрманхĕррисемпе Чÿкçырмисене округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, депутатсен округри Пухăвĕн председателĕ Алексей Степанов, территори уйрăмĕн начальникĕ Николай Сормов саламланă.
Уяв программи юрă-ташăран, спорт ăмăртăвĕсенчен, суту-илÿрен пуян пулнă. Шкул ачисен, Тăвай тата Шупашкар артисчĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ пухăннисем. Хаваслă кĕвĕ каçченех ял çийĕн илтĕнсе тăнă, ял çыннисемпе хăнасене савăнма вăйă картине йыхăрнă.
Шкул ачисем тата аслă ушкăнри футболистсем мини-футбол турнирĕсенче тупăшнă. 4 команда волейбол вăййинче хăйсен ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Тĕп парнене — такана Шупашкарти ГИБДД ĕçченĕсен команди çĕнсе илнĕ. Мала тухнисене пурне те призсемпе, дипломсемпе, медальсемпе хавхалантарнă.
Шупашкартан килнĕ специалистсем лазертаг вăййипе кăсăклантарнă. Хаваслă юрă-кĕвĕпе, спортсменсен шавĕпе пĕрле тутлă апат-çимĕç шăрши те таврана саланнă. Шашлăкĕ те пулнă. Кашниех шÿрпе астивме пултарнă. Ал ăстисен куравĕсем ĕçленĕ, ача-пăчана савăнма батутсем вырнаçтарнă.
Уяв саламĕсемпе пĕрлех ыр кăмăллăх ĕçĕн, ял хастарĕсене, волонтерсене, спортсменсене, ĕç ветеранĕсене Тав хучĕсемпе чысланă. Тĕлĕнмелли темĕн чухлех пулнă уявра. Округри тĕрлĕ ялсенчен халăх нумай пуçтарăнни те унăн сумне ÿс- тернĕ. Çапла, пĕрле кăна эпир вăйлăрах тата çирĕпрех.
Раиса ШУМОВА