1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 16 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:06

Шкула юратăр, пире те ан манăр!

 

Ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе воспитательсене те хумхантаракан самант вăл — ача садĕнчи кăларăм вăхăчĕ: Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ хăйĕн выпускникĕсемпе сывпуллашрĕ. Шавлă та хаваслă иртрĕ кăларăм утренникĕ.

Çак савăнăçлă уява ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех хăнасем те пухăннă. Вĕсем хитре тăхăннă, самай ÿссе маттурланнă ачасем хăйсен тăван ача сачĕпе мĕнле сывпуллашнине пăлханса сăнанă. Ачасем юрласа-ташласа тата инсценировкăсем лартса парса хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартнă. Хаваслă та, хумхануллă та пулнă кăларăм вăхăчĕ. Выпускниксем ача садне вĕçлени çинчен дипломсем тата парнесем илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача садĕнче ĕçлекенсене тимлĕ те пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Уяв вĕçленсе пынă май хĕр ачасемпе арçын ачасем телейлĕ малашлăхра хăйсен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе шанса тÿпене кăвакарчăнсемпе шурă шарсем вĕçтернĕ.

«Шкула та, ача садне юратнă пекех юратăр. Çав вăхăтрах пире те ан манăр!»— тенĕ хăйĕн выпускникĕсене ăнăçу сунса Тамара Николаевна Павлова воспитатель.

Тамара ПАВЛОВА

Поделиться:
Распечатать